РАЙОНĂН ÇĔРУЛМИ УЙĔ
ийĕн тĕп агрономĕпе О. А. Новиковпа пирĕн тăрăхра хальхи вăхăтра пропашной культурăсем хушшинче уйрăмах палăрса тăракан çĕрулми пирки сăмах хускатсан, Олег Александрович хăйĕн калаçăвне “аякран” пуçласа ячĕ.
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче пирĕн пусăçаврăнăшĕсенче вăл чăннипех те тĕп вырăн йышăннă. Пĕтĕм ра-йонĕпе 1500 гектартан кая мар лартса çитĕнтернĕ ăна. Уйсене çу каçипех механизациленĕ звеносем пăхса тăнă. Вăтам тухăç 150-200 центнерпа танлашнă.
Пурăна-киле вара “иккĕмĕш çăкăр” манăçа тухса пыма тытăнчĕ. Çакăн сăлтавĕсем тĕр-лĕрен. Пĕри - мĕн алла илнине вырнаçтарас ĕçре йывăрлăхсем тухса тăни. Çĕршывăн промышленноç районĕсене пин-пин тонна ăсататтăмăр малтан. Хатĕрлевçĕсем те халăхран сахал мар туянатчĕç. Патшалăха темшĕн-çке апат-çимĕçĕн тĕп продукчĕ кирлĕ мар пулса тăчĕ...”
Çапла, çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕ тĕллевсемпе çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратрĕ. Çĕрĕç продукчĕсене, çав шутра çĕрулмие туса илес ĕçре те чăрмавсем пулчĕç. Çак культурăн пасарти хакĕ çултан çулах чакса пычĕ те, вăл аграрлă тытăма тупăш кÿми пулса тăчĕ. Анчах та вăхăт кунашкал утăм туни тĕрĕс мар пулнине кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Халĕ каллех çĕрулмин малтанхи чапĕ “таврăнни” сисĕнет. Пирĕн районти колхозсемпе ялхуçалăх кооперативĕсем те, фермер хуçалăхĕсем те “иккĕмĕш çăкăра” тепĕр хут хаклама тытăнчĕç. Ку вăл ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн Г. Р. Яковлевăн йышăнăвĕпе “Çĕрулми” тĕллевлĕ программăна çул панинчен те лайăх курăнать. Çав программăпа килĕшÿллĕн, районта çĕрулми лаптăкне хальхинчен палăрмаллах ÿстермелле, ăна çитĕнтерессине çĕнĕ технологи çине куçармалла. Пи-рĕн республикăра çĕрулмие тухăçлă туса илекенсем сахал мар. Муркаш районĕнчи “Ударник” сăнавлă-кăтартуллă хуçалăх, Вăрнар районĕнчи “Янгорчино”, Каçал тăрăхĕнчи “Урожай” колхозсем ăна çулсеренех кашни гектартан 250-300 центнер таран пухса кĕртеççĕ. Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем те вĕсен опычĕпе паллашман мар. Тепĕр тесен, малтисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма таçта кайса çÿрени кирлех-ши; Ара, хамăршăн та 15-20 çул каялла çак кăтарту çитеймен чикĕ пулман-çке. Ирçеçармăссем, хурамалсемпе кĕ-лĕмкассисем “иккĕмĕш çăкăра” тухăçлă туса илетчĕç, вĕсенче йĕркеленĕ механизациленĕ звеносен ырă тĕслĕхĕ пĕтĕм республикипех сарăлнăччĕ. Шел, халĕ çакна чун-чĕрене ыраттарса кăна аса илме тивет.
Иртнĕ кунсенче манăн Хурамалта пурăнакан Н. Н. Кузюков ветеранпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Ленин ячĕллĕ колхоза 24 çул кăтартуллăн ертсе пынă пуçлăха та паянхи лару-тăру ти-вĕçлĕ шайра пулманни пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать. “Тупăш çинчен шутлама пăрахрăмăр, - терĕ Николай Никифорович, эпĕ сăмаха “иккĕмĕш çăкăр” çине куçарнă хыççăн. Пĕр-лештернĕ колхоз чухне ку культура йышăнакан лаптăка 350 гектартан та ирттернĕччĕ. Тухăçлă туса илнĕ, пĕр центнерне те юр айне яман. Патшалăха виçшер-тăватшар план тултармалăх сутма та, ытти хуçалăхсене вăрлăхлăх хатĕрлесе пама та пултарнă. Паянхи пирки калаçса кăмăлăма хускатас та килмест...”
Ялхуçалăх производствин ветеранĕн пăшăрханăвне ăнланмалла. Хурамалсем паян (сăмах тĕп ялта вырнаçнă колхоз пирки кăна пырать) “иккĕмĕш çăкăр” лаптăкне 20-30 çул каяллахинчен 5-7 хут чакарнă. Ытти çĕрте те çаплах. Акă, “Красный фронтовик” унчченхи 200 гектар вырăнне 20 гектар кăна лартать. “Çĕрулми” тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тесен, чи малтанах, кун пирки çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, унăн лаптăкне палăрмаллах ÿстерни, пысăк тухăç паракан сортсене лартни кирлĕ. Ильич ячĕллĕ колхозра тĕрĕс ăнланса илнĕ çакна. Чăваштимешсем пирĕн районта çĕрулмие тухăçлă туса илнипе кăна мар, вăл йышăнакан лаптăка пысăклатса пынипе те пал-лă. “Красный партизан”, Калинин ячĕллĕ колхозсенче те çав çул-йĕрпех пыраççĕ.
Пĕтĕмлетерех каласан, “иккĕмĕш çăкăр” хăйĕн малтанхи вырăнне тупатех.