ПĔЧĔК УПАКАССИНЧЕ ШКУЛ ПУРЧЧĔ
Районти тĕп больницăна сипленме тăтăшах çÿретĕп эпĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче “туяннă” сурансем аса илтерсех тăраççĕ хăйсем çинчен. Акă, паян та процедура сестри патĕнче пултăм. Кăшт кăна калаçса илнĕ хыççăн сывлăх хуралçи Пĕчĕк Упакассинчен пулнине пĕлтĕм.
- Эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çу-лĕсенче сирĕн ялти шкулта ĕçленĕ, - терĕм хайхискере. - Малтан директорăн çумĕ, кайран директор пулнăччĕ.
- Пирĕн ялта та шкул пулнă-и; - кăсăкланса ыйтрĕ манран сывлăх хуралçи.
Тĕплĕн ăнлантарса патăм çамрăк хĕре хăйсен ялĕнчи шкул историйĕ пирки. 1954 çулччен Пĕчĕк Упакассинче ачасене пĕлÿ паракан нимĕнле учреждени те пулман. “Путиловка” колхоз ертÿçи, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ А. Т. Тазенов çине тăнипе уçнă ăна. Ял-йыш мĕн паян кунчченех Александр Трофимовича тав сăмахĕ калать.
Колхоз хăй вăйĕпе çĕклесе лартнă капмар та хитре çурта тума 60 пин тенкĕ тăккаланă. Вăл вăхăтшăн калама çук пысăк укçа пулнă вăл. Каярахпа Чăваш Республикин Çутĕç министерстви çав укçана пĕтĕмпех колхоза тавăрса панă.
100 ытларах ача вĕренме çÿретчĕ çĕнĕ шкула. Тĕп ял ачисемсĕр пуçне кунта Вăрнар районĕнчи Хураçырма тата Йĕпреçпе Канаш районĕсен чиккинче ларакан Çиçĕмкасси ялĕсенчи ачасем пĕлÿ илетчĕç. Аслă тата специальноç енĕпе вăтам пĕлÿ илнĕ педагогсем вĕрентетчĕç вĕсене. Ултă çул хушши ĕçлерĕм çак шкулта. Кайран, 1960 çулта мана районти çутĕç пайĕ Пысăк Упакассинчи сакăр çул вĕренмелли шкула куçарчĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ку тăрăхри ачасене тата хăй вăхăтĕнче кирлĕ чухлĕ пĕлÿ илеймен çамрăксене физикăпа математика ăслăлăхĕсене алла илме пулăшрăм. Çав вăхăта халĕ те ырă туйăмсемпе аса илетĕп, хампа пĕрле ĕçленĕ учительсен сăнĕсене куç умне кăларатăп. Питех те шел, паян вĕсенчен пĕри кăна - Йĕпреç поселокĕн-чи Виталий Никифорович Никифоров çеç сывă пурăнать.
“Малашлăхсăр ял” шăпи Пĕчĕк Упакассине те пырса çапрĕ. Çичĕ çул вĕренмелли шкултан пуçламăш шкул туса хучĕç, кайран вара, 1963 çултаччĕ пулас, вăл та хупăнчĕ. Кичем ларакан пысăк çуртăн пĕр пайне кăшт вăхăтран колхоз правленийĕ йышăннăччĕ. Такамсен тимсĕрлĕхне пула çав çурт вут-кăварта çунса кĕлленчĕ. Çапла вĕçленчĕ Пĕчĕк Упакассинчи шкул “эпопейи”.