КĂТКĂС, АНЧАХ ТА КИРЛĔ ĔÇ
Тĕпчевлĕ çулçÿреврен таврăннă следовательсем пĕрин хыççăн тепри пÿлĕме кĕрсе хăнăхнă вырăнсене йышăнаççĕ. Кĕçех черетлĕ канашлу пуçланчĕ. Сĕтел çинчи папкăсене тирпейлĕн пĕр çĕре вырнаçтарчĕ те следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ Валерий Васильевич Петров пурин çине те ăшă куçсемпе тинкерсе çаврăнчĕ, йăл кулăпа ырă хыпар пуласса систерчĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленипе пулакан “çимĕç” сулмаклансах пырать районти шалти ĕçсен пайĕнчи следстви уйрăмĕнче тăрăшакансен. Ырă сăмаха тивĕçлех вĕсем. Хаçат корреспонденчĕ канашлу хыççăнах В. В. Петровпа тĕл пулнă, следстви уйрăмĕн паянхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата умра тăракан тĕллевсем çинчен каласа пама ыйтнă.
- Чи малтанах хăвăр подразделени хăçан йĕркеленни пирки кĕскен каласа параймăр-и;
- 40 çул каялла, 1963 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шалти ĕçсен министерствинче следстви ĕçне пурнăçлакан подразделени туса хунă. Çав вăхăтранпах пирĕн районта та кунашкал уйрăм йĕркеленсе кайнă. Шалти ĕçсен пайĕнчи следовательсем саккуна пăснине хирĕç кĕрешме, кăткăс преступленисене уçса пама пирвайхи самантранах хăйсен тÿпине хываççĕ.
Пирĕн йыш пысăках мар. Опытлă следовательсемпе юнашар пысăк шанчăк паракан çамрăксем хăйсен вырăнне çирĕп йышăнчĕç. Халĕ манăн пурне те ырă сăмахпа асăнса тав тăвас килет. Юстици капитанĕ С. В. Никифоров, юстици аслă лейтенанчĕсем А. Н. Саперовпа Н. Г. Петров тата юстици лейтенанчĕ Ю. Г. Карачкина хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем производствăна илнĕ кирек мĕнле уголовнăй ĕçе те, кăткăслăхне пăхмасăр, вĕçне çитиех, тарăн тишкерсе тĕпчеме чăтăмлăх та, хастарлăх та çитереççĕ.
- Следователе хăюлăх та кирлĕ-им; Тавракурăмĕ анлă пулсан, ятарлă пĕлÿ илнĕ-тĕк кирек кам та çак уйрăм-ра ĕçлеме пултарать пулĕ.
- Хăюлăх хăть кама та кирлĕ. Следователĕн вара çак ен уйрăмах çителĕклĕ пулмалла. Пирĕн ĕç питĕ кăткăс, хăшпĕр чухне чăтма çук йывăр та. Юлашки вăхăтра преступлени “тĕн-чи” вăйлă аталанчĕ. Вĕсен аллинче электроникăпа çĕнĕ йышши техника пур. Аслă пĕлÿллĕ, пысăк опытлă юристсем пулăшаççĕ унашкаллисене. Вĕсем айăплавран хăтăлма тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Следовательсене хăратас, вĕсен чысне туянас тĕллевлисем те тупăнаççĕ. Пирĕн те çавнашкал пулăмсемпе тĕл пулма тивет. Анчах та пирĕн уйрăмра ырă йăла-йĕрке тымар янă. Следстви тытăмĕнче ĕçлекен Йĕпреçри специалистсене пысăка хурса хаклаççĕ. Акă, С. В. Никифоров аслă следователех илер. Вăл республикăра та чыс-хисеплĕ. Шалти ĕçсен ра-йонти пайĕнче вара пурте унран тĕслĕх илеççĕ. Хăй вăхăтĕнче пирĕн подразделенире тарăн йĕр хăварнă В. К. Иванов (халĕ вăл юрист пулса ĕçлет), А. П. Иванов (вăл Шупашкар хулин Мускав район прокурорĕн çумĕ), В. А. Мандрюков (район сучĕн судйи) ветерансем пирĕн яланхи кĕтнĕ хăнасем.
Пирĕн тĕп тивĕç прес-туплени тума пултарнă çын айăпне тĕпчесе тĕрĕс хак парасси пулса тăрать. Айăплă çынсем следствине тĕрĕс мар çулпа ярас тесе темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Тепĕр чух суя йĕрсем ним айăпсăр çын тĕлне илсе çитереççĕ. Ваккăн-ваккăн, пĕрчĕшерĕн пуçтаракан фактсене хи-рĕçлеме май çук доказательствăсемпе çирĕплетнĕ уголовнăй ĕçе çеç суда ăсатма ирĕк пур пирĕн. Кăштах та пулин иккĕленетĕн тĕк çĕнĕ фактсем шырамалла. Яланах çын шăпи хăвăн аллунта пулнине асра тытни, саккуна пăхăнса ĕçлени йăнăшсенчен упранма пулăшать