Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЫРĂ ĔÇĔН ХАКĔ ПЫСĂК

Ытларикун Шупашкартан, Патшалăх Канашĕн çиччĕмĕш сесси-йĕнчен часах çаврăнса çитеймерĕ Геннадий Михайлович. Çак кун республика парламенчĕ нихçанхинчен тухăçлă ĕçлерĕ пулас, пурĕ 25 ыйту пăхса тухса вĕсем тăрăх йышăну кăларчĕ. Çитменнине унăн ĕçне Президент та, премьер-министр та, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ те хутшăннăран, калаçу пушшех те ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. “Волгогазстрой” акционерсен хупă обществин директорĕ Г. Петров депутат сессирен савăк кăмăлпа таврăнни тепĕр кун ирхине тĕл пулса калаçнă чухне тÿрех сисĕнчĕ. - Республикăн кăçал йышăннă бюджетне улшăнусемпе хушăмсем кĕртес тĕлĕшпе тавлашма тиврĕ, - терĕ вăл. - Тăкаксен пайне 266,7 миллион тенкĕ ытла ÿстерме йышăнтăмăр. Çак укçа-тенкĕ чи малтан ял-хула сăн-сăпатне илемлетессипе тата газ кĕртессине вăйлатассипе те çыхăннă. Çакна ахальтен мар палăртса каларĕ Геннадий Михайлович. Вăл ертсе пыракан коллектив шăпах ял-поселоксене газ илсе çитерес тата ăна çурт-хваттерсене кĕртес тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Паянхи кун унăн ĕçченĕсем Пысăк Упакассинчи Красноармейски, Ленин тата Элкер урамĕсенче, Энтриелĕнче, Хыркассинче, Буинскра, Çĕнĕ Выçлире газ пăрăхĕсем хываççĕ, уйрăм çурт-хуçалăхсенче монтаж ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра“Волгогазстрой” АХО бригадисем Ирçе Çармăс тăрăхĕнче çанă тавăрса ĕç-лерĕç: кунта Комсомольски районĕнчен газ пăрăхĕсене хывса çитерчĕç, Чăваш тата Ирçе Çармăссенче пĕрер ГРП туса лартрĕç. Халĕ ял администрацийĕн тĕп усадьбинче çынсене “сенкер çулăм” кĕртсе параççĕ. - Кăçал района газификацилеме уйăрса панă 17 миллион тенкĕне усă курса пĕтертĕмĕр кăна мар, тата 3 миллион тенкĕ-лĕх ĕç тума ĕлкĕртĕмĕр. Халлĕхе уншăн укçине куçарса паман-ха, - каласа парать Г. Петров ертÿçĕ. Хĕрÿ те хастар чунпа, пысăк тĕллевсемпе, малашлăх ĕмĕчĕсемпе пурăнать Геннадий Михайлович. Ĕçченлĕхĕпе тата талпăнăвĕпе вăл пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕ евĕрлĕ пул-нă пулĕ. ... Йĕпреç салинче пурăннă Петровсен çемйине таврара таса чуншăн, тараватлă кăмăлшăн, паллах, ĕçченĕлĕхĕшĕн хисепленĕ. Михаил Степанович районта яланлăхах тарăн йĕр хăварнă, вăл чылай çул çыхăну узелĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, унтан линипе техника цехĕнче вăй хунă, пенсие тухиччен хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕнче кадрсемпе ĕçлекен инспектор пулса тăрăшнă. Дария Мироновна вара хуçалăхра тар тăкнă. Петровсен пиллĕк-мĕш ачи - Гена ывăлĕ - чи кĕçĕнни, халăхра каларăшле “ачаш та йăваш” ÿсмен. Пĕчĕклех хăйĕн пурнăç çулне суйласа илме пĕлнĕ çав: хăйĕн малашлăхĕн алăкне пĕр шиксĕр тата пысăк ĕмĕт-тĕллевпе уçнă. Анчах утас çулĕ такăр пулман, телейĕ юнашар çÿремен. Кашни ăнăçушăн тар тăкма, пĕтĕм ăстăн вăйне, пултарулăхне пама тивнĕ. 1973 çулта çартан таврăннă çамрăк каччă хуçалăхсем хушшинчи строительство организацине ĕçе вырнаçнă, ăна мастер-строитель пулма шан-нă. Ĕçри хастарлăхне кура ăна икĕ çултан комсомол райкомне ĕçлеме чĕннĕ. Организациллĕ пай ертÿçи тепĕр икĕ çултан парти райкомĕн инструкторĕ пулса тăнă. Шăпа хăй çынна суйласа илет, теççĕ те, хастар утăмлă Геннадий Петров пысăк карьера шантаракан пукана пушатса юсавпа строительство управленине (халĕ - “Йĕпреçгражданстрой” фирма) суйласа илнĕ. Строитель профессийĕ ун пурнăç малашлăхĕ пулса тăнă. Ку организацире вунă çул хушшинче прорабăн тата тĕп инженерăн йывăр лавне туртса пынă, нумай-нумай çурт-йĕр çĕклеме хăйĕн тÿпине хывнă. Хăшпĕрисене çеç асăнар: Пăкăянти культура çурчĕ, Йĕпреçри ача комбиначĕ, психоневрологи интерначĕн 4 хутлă çывăрмалли корпусĕпе 18 хваттерлĕ çурчĕ, район центрĕнчи Мир урамĕнчи 18 тата 24, çул-йĕр управленийĕн Маресьев ура-мĕнчи 18, Кооператив урамĕнчи 50, Воин-интернационалистсен урамĕнчи 24 тата 32, райбольницăн 18 хваттерлĕ çурчĕсем, поселокри канализаци коллекторĕ, апат-çимĕç комбиначĕн кондитер цехĕ т. ыт. те. Геннадий Михайлович юсавпа строительство управленийĕн базине анлăлатса çирĕплетессипе те нумай вăй хунă. Асăннă объектсем, паллах, ĕçе чунпа, яваплăхпа парăннă Петровăн кун-çулĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Унăн тарăн йĕрĕ малалла çултан çул хывăннă, вăл шанса панă кашни вырăнтах ырă çимĕç ăнса пуласса çирĕп шаннă. 1989-90 çулсенче Йĕпреç поселок ĕçтăвкомĕн председателĕн лавне туртса пынă май, поселок сăн-сăпатне çĕнетес тата урамсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Сăмахран, К. Маркс, Ленин, Пушкин, Суворов, Киров, Новая урамсене асфальт çул сарассипе, тĕп котельнăя çутçанталăк газĕ çине куçарассипе тата Почта, К. Маркс, Ленин урамĕсенчи çуртсене “сенкер çулăм” илсе çитерессипе çине тăрса вăй хунă. Райĕçтăвком председателĕн, ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕн дол-жноçне лартсан, района газификацилес ыйту йăлтах Геннадий Михайлович хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Çав тапхăрта - 1990-96 çулсенче ял-поселоксенче газ пăрăхĕсем хывассипе палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе пысăк йывăрлăхсемпе кăткăслăх тухса тăнă. Ун чухне канăçсăр каçсем те, вăрăм çул-çÿревсем те, чун ыратăвĕ те, ăнăçăвĕ те пĕрле пул-нă, анчах пуçа усма, нăйкăшма вăхăт та пулман. Газификаци ĕçĕпе çирĕп пиçĕхнĕ Геннадий Петров 1996 çулта Йĕпреçре çуралнă “Волгогазстрой” акционерсен хупă обществине ертсе пыма пуçланă. Малтанхи утăмсене тума пĕчĕк ачана та çăмăл мар. Çĕнĕ организацие пушшех те. “Волгогазстройăн” ăнăçлă утăмĕсене туптама унăн ертÿçин тÿсĕмлĕхĕ, хастарлăхĕ тата талпăнăвĕ çул уçса пынă. Çичĕ çул хушшинче çак организаци çирĕп тĕрекленчĕ: производство корпусне, админист-раци çуртне çĕклесе лартрĕ, хальхи вăхăтра 3-шер экскаватор, самосвал, ятарлă автомашина (“летучка”), сварка агрегачĕ шутланса тăраççĕ, пурĕ 36 çын вăй хурать. Кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: Г. М. Петров директор базăна вăйлатнипе пĕрлех кадрсемпе куллен кун тимлет, вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе тăрăшать. Туслă та ĕçчен коллектив 1996-2003 çулсенче пурĕ 101,5 çухрăм газ пăрăхĕсем хывнă, 1395 çурт-хваттере “сенкер çулăм” кĕртнĕ. Районти кашни ял-поселокрах йĕр хăварнă тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Паян кунти ĕçченсен пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Вăл, тĕпрен илсен, ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен” Указне пурнăçлассипе тачă çыхăннă. “Волгогазстрой” АХО ертÿçи тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г. М. Петров халăха йĕркеллĕ тата сывă пурăнмалли условисем туса парас, çавăн пекех ял-поселоксене тирпей-илем кĕртес, уйрăм граждансен нуши-ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсен вĕçĕ çук тейĕн, вĕсем пĕрмаях унăн пурнăç кĕнекине çырăнса пыраççĕ. Акă, юлашки вăхăтра поселокри 3 урама хăйăр турттарса пама, 1 пĕвене тасатма, Советская урамра çунса кайнă икĕ çурт вырăнне йĕркене кĕртме, Пысăк Упакассинчи ял администрацине тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пысăк пулăшу кÿнĕ. “Характерĕпе çирĕп пулсан та, чунĕпе ырă”, теççĕ Петров пирки унран пулăшу ыйтакансем. Геннадий Михайлович - таврара кăна мар, республикăра та хисеплĕ, тава тивĕçлĕ ертÿçĕ, депутат , гражданин тата тус-юлташ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ алă тупанĕ çинчи евĕр курăнса тăрать. Тата ырă ĕçĕн хакĕ те пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ хастар та ăш-пиллĕ çынна хакласа 11-мĕш Йĕпреç суйлав окру-гĕнчи суйлавçăсем - Йĕп-реç тата Буинск поселокĕсенче, Упакассипе Энтриел, Пăкăянпа Березовка тăрăхĕсенче, Кĕлĕмкассипе Шăрттан ял администрацийĕсен территорийĕнче пурăнакансем - икĕ хутчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйларĕç. Иртнĕ суйлавра Г. М. Петровшăн чи нумай сасă пачĕç. Геннадий Михайлович “ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ăна “Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят парса пысăк чыс кÿнĕ, иртнĕ çулта “Чи лайăх ертÿçĕ” ят çырăнчĕ унăн пурнăç кĕнекине. Тĕрĕссипе каласан, хастар ĕçшĕн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕç-нĕ наградăсем нумай унăн. “Ятарлă список туман, пурне те астумастăп”, - терĕ вăл шÿтлереххĕн кун пирки сăмах пуçарсан. Çынна хакланă чухне ăс-хакăлне пăх, тенĕ ваттисем. Геннадий Михайловичăн алли те ăста иккен. Пушă вăхăтра вăл килте хăй каларăшле, “каскалама-савалама” юратать. Тĕрлĕ-тĕрлĕ инструментсем нумай ун хуçалăхĕнче. Петров чăн-чăн сунарçă пулнине те чыла-йăшĕ пĕлеççĕ. Паян Геннадий Михайлович Петров 50 -çул тултарать. Анчах та ăна çур ĕмĕре çитнĕ тесе калаймастăн. Йăрă, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест, çавăнпах пулĕ унăн пурнăç девизĕ те: “Малалла, малалла тата малалла”. Çамрăк чунлă юбиляра такăр çул сунар.


24 мая 2003
00:00
Поделиться