Тантăшсенчен пĕччен сывă таврăннă.
Пĕр çулталăк ытла ĕнтĕ хăрушă вăрçă алхасать Тăван çĕршыв çĕрĕ çинче. Çитĕнсе çитнĕ, фронта кайма юрăхлă ар-çынсем ялтан тухса кайса пĕтнĕ. Халĕ черет - 1925 çулта çуралнисене. Николай Константинович Назаровпа пирĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччене Василий Аверьянович Лосева салтак ячĕ тухни çинчен пĕлтерсе повестка панă. Çав кун каччăсем колхозăн витнĕ йĕтемĕ çинче молотилкăпа авăн çапнă çĕрте ĕçленĕ.
1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче сывпуллашрĕç таштăшсем тăван Хумри Ишек ялĕпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, тăванĕсемпе. Вĕсен каяс çулĕ хаяр вăрçă кĕрлекен Мускав еннелле мар, пачах урăх çĕрелле - Инçет Хĕвелтухăçнелле тăсăлнă. Ун чухне пуйăссем хальхи пек хăвăрт çÿремен: каччăсем çул çинче 33 талăк пулнă.
Юлашкинчен тимĕр шапа пек йăраланакан пуйăс Владивостока çитсе чарăннă. Кунта пĕр эшелонпа килнисене кама ăçта ямаллине палăртса уйăрнă. Николай Константиновичпа Василий Аверьянович пĕр ушкăна лекеймен. Пăшăрханнă вĕсем çакăншăн.
Ворошилов (халĕ Уссурийск) çывăхĕнчи Предековск районĕнче сăрт-ту хушшинчи çĕрпÿртре пурăнма тытăннă Николайпа çĕнĕ юлташĕсем. Çывăхранах - пилĕк çухрăмра Корея чикки иртнĕ. Артиллеристсем пулма вĕрентнĕ вĕсене. Бригадăра икĕ полк, пĕр разведка дивизионĕ пулнă. Кашни батарейăрах 122-150-210 миллиметрлă пушкăсем пулнă. Нумай вăхăт пурăннă салтаксем çак вырăнта.
Пĕррехинче, Зарубин повар чаçрен 40-50 çухрăмри ялта пурăнакан арăмĕ темĕнле арçынпа юрату романĕ пуçланине пĕлет. Командирсенчен ыйтса вăл тăван ялне каять. Палăртнă вăхăтра каялла таврăнмасть. Сал-таксем темиçе кун вĕри апат çиеймесĕр пурăнаççĕ. Ирĕкре çÿрекен повара кайса илсе ки-леççĕ. Тек курман ăна вĕри апат çисе курасшăн ăшталанакан салтаксем. Айăпа кĕнĕскере урăх вырăна куçарнă пулмалла.
Чаç командирĕ салтаксене пĕр çĕре пухнă та: “Сирĕнтен хăшĕ те пулин килте апат пĕçерсе курнă-и;”, - тесе ыйтнă.
“Пирĕн анне пĕр вăхăт чирлесе пурăнчĕ, - тенĕ Николай Константинович. -Эпĕ çемьере аслăраххи пулнă май, килтисене хам апат пĕçерсе çитереттĕм”.
“Паянтан эсĕ, Николай Назаров, поварта ĕçлеме тытăнатăн”, - тенĕ ăна командир.
Çуралса ÿснĕ вырăнтан аякра пурăнакансемшĕн Чăваш Енрен килнĕ ентешсене е тăван ялти юлташсене тĕл пулса калаçма тÿр килни пысăк савăнăç пулнă. Ин-çет Хĕвелтухăçне килсе вырнаçнă хыççăн икĕ уйăхран Николай Константиновича старшина секретлă документ пакетне пама хăйпе пĕрле илсе кайнă. Вĕсен хăйсенчен 100 çухрăм ытларахра юхса выртакан Суйфун урлă хывнă кĕпер урлă каçса каймалла пулнă. Пырса çитнĕ вĕсем çак вырăна. Кĕпер айккинче темиçе салтак вăлтапа пулă тытса ларнă. Пулăçăсем те çул çÿревçĕсене асăрханă.
“Эй, тĕнче, Николай Назаров, эсĕ-им ку;” - кăшкăрса янă пулăçăсенчен пĕри. - Хамăр ял!
“Василий Лосев!” - чупса пырса ыталанă Николай юлташне.
Çак тĕлпулăва курса тăракан тăватă чăваш ачи пĕр самант нимĕн чĕнме аптăранă. Унтан пĕрерĕн пырса Назарова хăйсемпе паллаштарнă. Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ачисем: пĕри - Василий Петров, тепри - Çемен (хушамачĕ манăçа тухнă çав). Тепĕр иккĕшĕ Улатăр районĕнчи Паснапуçпа Эйпеç каччисем: пĕри - Федот Арбузов (теприн хушамачĕпе ячĕ те упранайман çав 61 çул иртнĕ хыççăн Н. Назаров асĕнче).
Старшина васканă, пакета кирлĕ çĕре вăхăтра çитерсе памалли çинчен аса илтернĕ. Каялла таврăннă чухне ентешсене калаçса ларма вăхăт пулассине пĕлтернĕ.
Вăхăт иртнĕ. Секретлă пакета ăнăçлă çитерсе панă çулçÿревçĕсем. Суйфун кĕперĕ айккинче пулă тытакан Чăваш çĕршывĕнчен килнĕ юлташĕсем патне чиперех çаврăнса çитнĕ. Ултă чăваш каччи пĕр вырăна пухăнса ларса чун каниччен калаçнă. Старшина ăнланнă аякри çĕршывра тĕл пулнă ентешсене, калаçма ирĕк панă.
Ваççа пичче Николай службăра тăракан çар чаçне куçма кăмăл туни çинчен, хăйĕн командирĕсемпе калаçса пăхнă. (Тархасласах ыйтнă вăл хăйĕн командирĕсенчен хăйсен ялĕ, хăйĕн юлташĕ патне куçарма, анчах ăна ун пек тума ирĕк паман. Çакна Ваççа пичче Николая каярах çыру çырса пĕлтернĕ). Сăмах май каласа хăварар. Василий Аверьянович Лосева каярах, тĕрĕсрех виçĕ уйăхран, Инçет Хĕвелтухăçран Горькине илсе килнĕ. Унта ăна танкиста вĕрентсе кăларнă. Фронта янă. Тăван çĕршывăн тĕп хули çывăхĕнче çапăçнă вăл.
Таврăнаймарĕ çав Ваççа пичче хăрушă вăр-çăран: Мускав çывăхĕнчи тан мар хаяр çапăçура танк ăшĕнче çунса вилнĕ.
1944 çулта Николай Константиновича, вăл çичĕ çул вĕреннине шута илсе, сержантсен шкулне вĕренме янă. Вĕсен чаçне малтанхи вырăнтан икĕ-виçĕ çухрăм урăх вырăна куçарнă. Çĕнĕ вырăнта 300 метр çÿллĕш чул ту хыçне чавса çĕрпÿрт тунă вĕсем. Ку питĕ шанчăклă вырăн пулнă артиллерист-семшĕн. Пĕр çулталăк пурăннă салтаксем çак вырăнта. Фашистла Германие çапса аркатнă хыпара чунран савăнса кĕтсе илнĕ вĕсем.
Ку вăхăта Инçет Хĕ-велтухăçĕнчи лару-тăру лăпкă пулман. Япони çарĕ вăрçа хатĕрленни пирĕн салтаксемшĕн вăрттăнлăх пулман ĕнтĕ. Чикĕ урлă Маньчжури çĕрĕ çинче Японин пĕр миллионлă Квантун çарĕ тăнă. Кĕçех çар штабĕнчен вăрçă пулассине пĕлтернĕ. Ракетăсем ярасса кĕтме хушнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче çумăр вăйлă çунă. Тавралăх тĕттĕмленнĕ, нимĕн те курăнман. Салтаксем - сопкăсем хушшинче. Хăрушă вăхăт çывхарнă. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче çурçĕр иртни пĕр сехетре ракетăсем тÿпенелле çĕкленнĕ. Тавралăх кăнтăрлахи майлах çуталнă. Хĕвелтухăçĕнчен, Монголи чиккинчен пуçласа Лăпкă океан таранах хаяр вăрçă кĕрлеме тытăннă. Сăртлă-туллă тавралăх аçа çапнă евĕр кисреннĕ.
Япони çарĕ 1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче икĕ фронт хушшине лекнĕ. Пĕр енчен Америка çарĕ, тепĕр енчен Совет Çарĕн салтакĕсем. Хăнăхман сăртлă-туллă вырăнта вилĕмрен хăраман Япони салтакĕсемпе çапăçмалла пулнă.
Пĕррехинче, Маньчжури çĕрĕ çинче артиллери полкĕн Янци юханшывĕ урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулнă. Пĕр ушкăнĕ кĕпер урлă чиперех каçса малалла куçнă. Николай Назаровсен ушкăнĕ варринче пулнă. Вĕсен хыçĕнчи ушкăн пĕр-икĕ çухрăм инçĕшĕнче пынă. Вăрăм кĕпер çине варринче пыракан батарея пĕ-тĕмпех кĕрсе кайнă. Сасартăк кĕперĕн икĕ вĕ-çĕнче пăшалсенчен пеме тытăннă. Артиллеристсем тракторсем, пушкăсем хÿтлĕхне чупса пырса тĕр-шĕннĕ. Мĕнле ахăр саманана лекнине тавçăрнă вырăс салтакĕсем: кунта фронт линийĕнчен татăлса юлнă Япони самурайĕсем кĕперĕн икĕ вĕçне пытанса выртнă иккен. Питĕ пысăк хăрушлăха лекнĕ салтаксемшĕн çăлăнăç та аякра пулман. Хыçалта пыракан батарея артиллерисчĕсем кĕпер çинче çапăçу кĕр-ленине илтсе унта мĕн пулнине ăнланнă. Кĕпе-рĕн икĕ вĕçĕнче те харăсах çĕр кисретсе снарядсем çурăлма тытăннă. Пытанса ларнă самурайсен пăшалĕсем “калаçма” чарăннă.
“Çапăçу нихăçан та вилĕмсĕр иртмест. Çак ултавлă тытăçура пирĕн сакăр артиллерист пурнăçран уйрăлчĕ”, - хумханса каласа парать вăрçă ветеранĕ.
Япони çарне аркатсан, Николай Константиновича “Японие çĕнтер-нĕшĕн” медальпе наградăланă. “Кĕçех киле яраç-çĕ пулĕ ĕнтĕ пире”, - калаçнă пĕр-пĕринпе салтаксем. Анчах çамрăксене киле яма васкаман. Çулланнисене çеç ушкăнăн-ушкăнăн тăван килĕсене ăсатнă çар пуçлă-хĕсем.
Вăхăт иртнĕ. Çул хыççăн çул ĕмĕр ярăмне кĕрсе çухалнă. 1948 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче пуйăс çине ларнă Николай Назаров тăван киле таврăнакансемпе пĕрле. Калама çук вăрăм пулнă телей çулĕ: Хумри Ишек каччи апрелĕн 1-мĕшĕн-че тин юратнă амăшне ыталаса чуп тунă. Хĕрарăм хăйĕн ывăлĕ вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннишĕн савăннипе ĕсĕк-лесе йĕрсе янă. Ашшĕ пулман Николайăн, вăл вăрçăчченех чирлесе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
Тăван яла таврăнсан çакна пĕлнĕ каччă: пĕр çулта çуралнă, çав кĕр-кунне вăрçă хирне тухса кайнă çичĕ тантăшĕнчен Николай çеç киле сывă таврăннă. Василий Аверьянович Лосев, Василий Игнатьевич Архипов, Николай Павлович Прокопьев, Демьян Германович Ильин, Константин Якимович Иванов тата Николай Андреевич Суркин Аслă Отечественнăй вăр-çăра халăх ирĕклĕхĕшĕн çапăçса çамрăк пуçĕсене хунă. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав çапăçу хирĕнче пуç хунисене!
Киле таврăнсанах вăй питти çамрăк каччă мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă вăл тăван колхозра. Ăста платникĕн ал-линче çивĕч пуртă çăмăллăн выляннă. Юратнă амăшĕ ватлăх çулĕсенче пулнă май, кин кĕртесси çинчен калаçнă. Ывăлĕ те нумаях кĕттермен: 1949 çулхи Мăнкун эрнинче, Хумри Ишек ялне савăнтарса, Николай Константиновичпа Василиса Ивановна туй кĕрекинче ларнă. Хăнасем çĕнĕ мăшăра ăшпиллĕ юрату, телейлĕ пурнăç, вăрăм ĕмĕр суннă.
Николай Константиновичпа Василиса Ивановна Назаровсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ. Н. Назарова 1985 çулта “II степень Отечественнăй вăр-çă орденĕ” парса чысланă. Вăрçă ветеранĕсем Хумри Ишек ялĕнче пурнăçран уйрăлса кайса пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Ялти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Николай Константинович кăçалхи июнь уйăхĕнче 78 çул тултарать.
Гаврил ЛУÇ,
Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.
ŸКЕРЧĔКРЕ: Николай Назаров (сылтăмри) Çĕрпÿ районĕнчи 1-мĕш Семеновка ялĕнчи чăваш каччипе пĕрле (сăнÿкерчĕке Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă чухне тунă).