Ÿсĕм ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен килет
Вырăнти хăйтытăмлăх тата экономика
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. ЯКОВЛЕВ:
Ÿсĕм ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен килет
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ анлă ларăвĕнче республикăн экономикипе социаллă пурнăçĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталĕнчи аталанăвне, республика бюджетне пурнăçланин кăтартăвĕсене тата малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă. Ку ыйтусемпе доклад тунă министрсем те, ларăва йĕркелесе пынă Николай Федоров Президент та ÿсĕмсенчен ытларах уйрăм район-хуласенче пулса тăнă çивĕч лару-тăру пирки чарăнса тăчĕç. Юлса пыракансене хытă критиклерĕç, вĕсен пуçлăхĕсен трибуна умне тухса юлса пынин сăлтавĕсене уçса пама тиврĕ. Президент ÿрĕк-сÿрĕк, явапсăрлăха туйса ĕçлекен хăйтытăмлăх пуçлăхĕсен ĕç-хĕлне чăркăш куçпа хакласа çирĕп асăрхаттарусем турĕ.
Тÿрех калар, пирĕн район экономика тата социаллă пурнăçĕн кăтартăвĕсемпе республикăра вăтаммисен шутне, уйрăм тĕслĕхсемпе малтисен шутне те кĕнĕ. Йĕпреçсене çивĕч критикăпа асăнмарĕç. Апла пулин те, районăн кăçалхи пĕрремĕш кварталĕнчи аталанăвĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ăнăçлах теме çук. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г. Р. ЯКОВЛЕВПА тĕл пулса район аталанăвĕнчи проблемăсем тата çĕнĕ тĕллевсем çинчен каласа пама ыйтнă.
- Правительствăн анлă ларăвĕнче пулнă çивĕч калаçу пире те тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистет. Çавна май манăн район çыннисемпе сÿтсе явмалли, канашламалли сахал мар.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ПРОМЫШЛЕННОÇ ПРОИЗВОДСТВИН КАЛĂПĂШĔ иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, республикăн пур хулисенче тата 9 районĕнче ÿснĕ. Пирĕн район кăтартăвĕ 103 процентпа танлашать. Йĕпреçъенри предприятисен паянхи лару-тăрăвне тарăнрах тишкерсен, ÿсĕм тата пысăкрах пулма пултарнă. Иртнĕ виçĕ уйăхра райпо, “Дар” предприяти, “Буинскри вăрман пункчĕ” ООО, “Сĕт завочĕ” АУО хăйсен хастарлăхне чакармарĕç пулсан, иртнĕ çулсенче ÿсĕм çулĕпе пынă “Килти сĕтел-пукан” ООО, “Юсавпа техника предприятийĕ” МП, “Патока завочĕ” МП начартарах ĕçлерĕç. Сăлтавĕсем паллă. (Вĕсем пирки хаçатăн 35-мĕшĕнче тĕплĕнрех çырса кăтартнă. -РЕД.).
Паянхи кун рынок çĕнĕлле ĕçлеме хистенине лайăх ăнланатпăр. Малалла аталанма, ура çине тăма чăрмантаракан тĕп сăлтавĕсенчен пĕри хальхи вăхăтра хуçалăха йĕркелесе пырас кăткăслăхсене йăлтах алла илейменнипе те çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен, укçа-тенкĕ çитменни ура хурать пулсан, иккĕмĕшĕнчен, конкуренци йывăрлăхсем кăларса тăратать. Юлашки вăхăтра кадрсен ыйтăвĕ те çивĕчленсе çитрĕ. Ăста специалистсем пысăк укçаллă вырăнсене туха-туха каяççĕ. Чылай предприятисенче çак сăлтава пула ĕç палăртнă пек пымасть.
“Малашлăха пĕлмесĕр ÿлĕм мĕнле пурăнасси пирки шухăшлама питĕ йывăр”, - палăртрĕ Н. В. Федоров Президент анлă ларура. Район администрацийĕн экономикăпа промышленноç управленийĕ, предприятисен ертÿçисем промышленноç производствин калăпăшне ÿстермелли, аталану тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли çул-йĕр шыраççĕ. Талпăнсан, çаврăнăçуллăрах та харсăр пулсан - йывăрлăхран тухмалли майсем тупăнаççех. Акă, вăрман тата йывăçран япаласем тăвакан промышленноçах илер. Кăçал “Йĕпреçри вăрман комбиначĕ” АУОн паха йывăç хатĕрлессине, ытти продукци туса кăларассине ÿстерме чĕртавар çителĕклĕ пулĕ. Иртнĕ кварталта вăрман чылай турттарса кăларма пултарчĕ. Малашлăхра продукцие вырнаçтарса услам илес тĕллеве ăнăçлă пурнăçа кĕртессишĕн тимлемелле. “Сĕт завочĕ” АУОра продукци ассортиментне татах та анлăлатма палăртаççĕ. “Водостроймонтаж” организаци ĕçмелли минераллă шывпа тивĕçтерекен цеха хута ярассипе тимлет. Панкрута тухнă Йĕпреçри йывăç япаласен завочĕн территорийĕнче туса хунă “Древстрой” ООО хăйĕн хăватне ÿстерсе пыма пысăк тĕллев лартнă. Вăл, çавăн пекех “Килти сĕтел-пукан” ООО та, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе хăйсем çине илесшĕн. Çĕнĕ “Гранит” пĕчĕк предприяти те хушма 100 ĕç вырăнĕ туса пачĕ, вăл производство калăпăшне ÿстерсе пырас шанăç пур.
“Йĕпреçри кирпĕч завочĕ” АУО паян финанс тĕлĕшĕнчен чăннипех йывăрлăхра. Ăна ĕçлеттересси пирки шухăшлатпăр, çул-йĕр шыратпăр. Çак завода ура çине тăратас тесе укçине те (пĕлтĕр кăна 3 млн. тенке яхăн) хыврĕç ĕнтĕ. Хĕртсе кăларакан кирпĕч пахалăхĕ лайăхланчĕ, анчах ăна пĕтĕм хăватпа хатĕрлес ыйтăва татса параймарĕç. Çавна май хăйхаклăхĕ пысăк пулчĕ. Хальхи вăхăтра кирпĕч туянас текенсем питĕ нумай. Завод ăна туса кăларма кĕç-вĕç пуçăнмалла. Продукцие ăçта-ăçта ăсатмаллине те палăртса хунă ĕнтĕ. Тĕп тĕллев - производство калăпăшне кирлĕ шая çитересси.
“Йĕпреçри сĕтел-пукан фабрики” АХО пирки те нумай калаçатпăр. Халĕ çак предприяти сĕтел-пукан кăларса аталанасси пирки калаçмалли те çук. Ун чухнехи ăста кадрсем юлман унта, çитменнине таварсен рынокĕнче корпуслă сĕтел-пукан пуххине ыйтакансем палăрмаллах чакрĕç, конкурентсем те самай вăйлăрах пулчĕç. Фабрика пĕлтĕр аякри Çĕпĕр валли пурăнмалли икĕ çурт-вагон туса ăсатрĕ. Çак заказа малалла пурнăçлассишĕн вăй хумалла акционер обществин. Район администрацийĕ тимлĕхрен кăлармасть ку ыйтăва.
Чăваш Ен Правительстви ВАК ПРЕДПРИНИМАТЕЛЛĔХЕ АТАЛАНТАРАССИНЕ хăвăртлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа район территорийĕнче çак юхăма “симĕс” çутă парас тĕллевпе пысăк тĕллевсем палăртатпăр. Вĕсене пурнăçа кĕртни район аталанăвĕшĕн шанчăклă тĕрек пулса тăмалла. Çак кунсенче пирĕн патра ЧР Юстици министерствин предпринимательсемпе ĕçлекен представительстви уçăлать. Вăл пĕчĕк бизнес ĕçне пуçăнакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парĕ. Çавăнпа та предприниматель пулма тĕллев тытнă çынсене район администрацийĕнче хапăл туса йышăнатпăр. Çавăн пекех продукци туса кăларакан тата тĕрлĕ пулăшусем паракан пĕчĕк предприятисемпе малашне питĕ тимлĕ пулма шантаратпăр.
ЧР Президенчĕн тепĕр Указĕ Чăваш Республикинчи ЯЛ-ПОСЕЛОКСЕНЕ ГАЗИФИКАЦИЛЕССИНЕ икĕ çулта вĕçлессипе питĕ пĕлтерĕшлĕ те яваплă программа кăларса тăратрĕ. Ăна пурнăçа кĕртессипе йĕпреçсен та çанă тавăрса ĕçлемелле. Паянхи кун пирĕн районта, пĕтĕмĕшле илсен, кил-хуçалăхсемпе хваттерсен 50 проценчĕ çутçанталăк газĕпе усă курать. Йĕпреçъен ку енĕпе малти 5 район йышĕнче. Районти газификаци программин тĕп тĕллевĕ çакăн пек: çак икĕ çул хушшинче Йĕпреç тăрăхĕнчи пур ял-поселока та (Березовка ял администрацийĕсĕр пуçне) газ илсе çитермелле. Ĕç палăртнă пек хăвăрт пытăр тесен, ял халăхĕнчен те нумай килет. Н. В. Федоров Президент Правительство çуртĕнче ятарласа çак ыйтупа ирттернĕ канашлура ялсенче газ кĕртме республика бюджетĕнчен 1 миллиард тенкĕ хушма укçа уйăрса парасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак укçана районсене пайланă чухне чи малтан ялсенчи килсен миçе проценчĕ газ кĕртме хатĕррине (çак кăтарту 50 процентран кая пулмалла мар) шута илеççĕ. Каçарччăр мана тÿрремĕнĕн каланăшăн, çĕнĕвыçлисем хăйсен килхуçалăхĕсене газ илсе çитерессишĕн ÿрĕк-сÿрĕклĕх кăтартрĕç, вĕсемпе темиçе хутчен пуху ирттерсе калаçнă пулсан та, урамсенче газ пăрăхĕсене хывса хăвараймарĕç. Паянхи кун вĕсен килĕсенче çутçанталăкăн газĕ çунмаллаччĕ. Çав вăхăтрах Ирçе Çармăс ял администрацийĕнче пурăнакансем активлă: проектсене туса хатĕрленĕ, халăхран укçа пухнă. Халĕ подрядчикăн тата вырăнти пуçлăхсен хастар ĕçлемелле.
Кăçал Огонек, Тымар поселокĕсене, Çĕнĕ Выçлипе Хумри Ишек, Шуркассипе Шепекеч, Ирçе Çармăспа Чăваш Çармăс ялĕсене газ пăрăхĕсем хывса çитерме палăртнă. Çавăн пекех Кирово ял администрацийĕн территорине каякан газ çулĕн проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Çак çулах çуррине газ пăрăхĕсем хывса хăвармалла. Çитес çул вара Çиçĕмкассине, Мереçене, Алшике, Ленинкассине, Смычкăпа Малиновкăна тата ытти ялсене газ илсе пыма шутлатпăр.
Вăрттăнлăх мар, чылайăшĕн хăйсен кил-хуçалăхне газ кĕртме укçи-тенки çук. Çакна шута илсе ЧР Правительствин йышăнăвĕпе граждансене газ кĕртме çăмăллатнă кредит параççĕ. Пирĕн районта паянхи куна ăна илме 1500 çын заявлени çырса панă. Ку - питĕ сахал. Сахалтан та 3,5 пин заявлени кирлĕ. Халĕ перекет банкĕсенче кредит парас ыйтăва унчченхи пек 12 кунра мар, 5 кун хушшинче татса параççĕ. Вырăнти пуçлăхсен кредит илес текенсен йышне палăртас шутпа халăхпа ытларах тĕлпулусем ирттермелле тата кредит условийĕсемпе паллаштармалла. (Кредит илмелли йĕркепе тĕп условийĕсем çинчен хаçатăн 32-мĕш номерĕнче тĕплĕнрех ăнлантарса панă).
Çакна асра тытăр: енчен те Президент программипе килĕшÿллĕн икĕ çул хушшинче газ кĕртмесĕр юлсан, кайран патшалăх ку енĕпе укçа-тенкĕ енчен пулăшаймасть.
Пирĕн район кăçалхи пĕрремĕш кварталта ПУРĂНМАЛЛИ ÇУРТ-ЙĔР ТĂВАССИПЕ те сахал мар ĕç тунă. “Социаллă çурт-йĕр” программăпа килюшÿллĕн çурт-йĕр çавăракансене ипотека кредичĕ парассипе активлăрах ĕçлемелле. Правительствăн анлă ларăвĕнче чылай район-хуласен адресĕпе критика пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, уйрăм çурт çĕклекенсем валли çăмăллатнă кредит пама укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Унпа усă курма уйрăмах çамрăк çемьесене явăçтарассишĕн тимлетпĕр. Ăна илме кăмăл тăвакансене палăртассипе вырăнта активлă ĕçлемелле. Енчен те çамрăк çемьесен кредит илессипе татса памалли ыйту е чăрмав пулсан, район администрацийĕ пулăшу пама хатĕр. Çамрăксен те çакăн пек çăмăллăхсемпе усă курса юлма тăрăшмалла. Енчен те 5 процентлă кредит илнĕ çамрăк çемьере йыш хушăнсан, тÿлемелли процент виçине чакараççĕ.
Паянхи канăçсăрлантаракан ыйту вăл - ÇУРАКИНЕ ВĂХĂТРА ТАТА ПАХАЛĂХЛĂ ИРТТЕРЕССИ. Яваплă ĕççие хатĕрленессипе малтан йывăрлăхсем ытларахчĕ. Çак кунсен тĕлне лару-тăру лайăхланчĕ: техника уй-хире тухма хатĕр, кадрсем çитеççĕ. Топливо проблемине те ерипен татса паратпăр. Республика района уйăрса панă çăмăллатнă кредитпа “Сĕт завочĕ” АУО урлă çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннă. Вĕсемпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсене те тивĕçтерме палăртнă.
Хальхи вăхăтра удобренисем туянма хуçалăхсен укçи-тенки çук. Çак проблемăна пусăçаврăнăшĕпе пĕлсе усă курнă май татса пама пулать. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче акнă тĕштырă пысăк тухăç парать. Сăмахран, донник хыççăн акса çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ культурăна пĕр удобренисĕрех 25 центнертан кая мар пухса илме пулать.
Рынок тапхăрĕнче хуçалăхсен услам кÿрекен культурăсем туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Акă, паянхи кун çĕрулми, хĕрлĕ кăшман, купăста туянас текенсем питĕ нумай. Пирĕн хуçалăхсем вара пĕлтĕр ку енĕпе начар ĕçлерĕç. Чылайăшĕнче фермăсем валли выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеймерĕç. Нумаях пулмасть “Знамя” ялхуçалăх кооперативĕнче пулма тиврĕ. Ĕç укçи илейместпĕр, теççĕ кунта ĕçлекенсем. “Сутмалли мĕн пур сирĕн;” тесе ыйтсан, кăмăла хуçакан хурав кăна илтрĕм. Çак хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ пĕчĕк мар. Выльăх-чĕрлĕх те çителĕклех. Хатĕрленĕ пĕтĕм уттине сутса пĕтернĕ. Пур-çук апатпа 3-4 килограмм сĕт суса илнипе укçаллă пулаймăн. Паянхи кун хуçалăхсене чĕрĕ укçапа шăпах сĕт тивĕçтерет. Çак продукцие ытларах (кашни ĕнерен талăкне 10 килограмран кая мар) илес тесен, выльăха паха апатпа тăрантармалла. Тĕслĕхрен, кашни хуçалăхрах вăтамран 20-30 гектар рапс, кукуруза, ытти сĕтеклĕ культурăсем акса тата технологие тĕпе хурса апат хатĕрлени пысăк усă кÿрет.
Финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли тепĕр çăлкуç вăл - САХĂР КĂШМАНĔ. Ăна туса илессипе районта çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртесшĕн. Малашне хуçалăхсенче пылак тымарçимĕç анисем çинче унчченхи пек йышлă халăх чакаланмасть. “Красный партизан” колхоз сахăр кăшманĕ акмалли çĕнĕ йышши сеялка туяннă. Вăл вăрлăха агротехника хушнă пек тĕрĕс акать тата 2 хут перекетлет. Унччен 1 гектар пуçне 8 килограмм кăшман вăрлăхĕ кирлĕ пулсан, халĕ - 4 килограмм çеç. Лаптăксене гербицидпа сапма дельталетсемпе усă кураççĕ, кăшман йăранĕсене техникăпа кăпкалатаççĕ. Кĕскен каласан, сахăр кăшманĕ туса илме çынсене явăçтармаççĕ, “Красный партизан” колхозпа çеç килĕшÿ тумалла. Ку ыйтупа хуçалăхсен ертÿçисене пухса канашлу ирттертĕмĕр. Кăçал сахăр кăшманне пурĕ 200 гектар ытла лаптăк çинче туса илме палăртнă.
Паянхи йывăр лару-тăрура çĕнĕлле, малашлăха курса ĕçлесен кăна малалла талпăнма тата аталанма пулать. Çанă тавăрса тăрăшмасан, патшалăх укçи-тенки те пулăшаймĕ.
Калаçăва К. АЛИМАСОВ çырса илнĕ.