Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Журналистсем уява йыхравларĕç

Журналистсем уява йыхравларĕç “Çĕнтерÿшĕн” хаçат редакцийĕн коллективĕ çулталăк пуçламăшĕнчех “Тăванлăх тымарĕ” кон-курс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Паха ĕçсем чылай килчĕç. Çакă çемье историйĕ чылай çынна хумхантарнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Конкурса хутшăннă авторсене Чăваш чĕлхи кунне уявлама журналистсем “çавра сĕтел” хушшине йыхравларĕç. Килнĕ хăнасене чейпе сăйланă май, райхаçатăн яваплă секретарĕ С. Быкова, редакци вулакан-сем хушшинче йĕркелекен конкурссен пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Хумпуç Патăръелĕнчи çамрăк яковлевецсем çак тĕлпулăва хутшăнса уява илем кÿчĕç, пионерсем шкул пурнăçĕпе, ырă йăласене епле тытса пынипе паллаштарчĕç. С. Ефимов журналист “Тăванлăх тымарĕ” конкурса хутшăннисене саламалама пуçласан рай-хаçат редакцийĕн коллективĕ мĕнле пархатарлă тиеве хăй çине илни аван палăрчĕ. Хисеп грамоти-семпе парнесене тивĕçнисем çакăн пек конкурссем малашне те кирлĕ пулнине палăртрĕç. Н. В. Фе-доров таврапĕлÿçĕ вара, хисеп хутне алла илсен, ачасене тăванлăх тымарне тĕпчеме ырă сунчĕ тата хăй туса ирттернĕ ĕç çинчен каласа пачĕ. Шкул ачисем илсе килнĕ альбомсемпе куравсене пахаланă май, -çамрăк ăру пуласлăха хăй аллинче çирĕп тытма пултарнине пурте курса ĕненчĕç. Конкурс çĕнтерÿçи - Хумри Ишекри В. Чернов ку тĕлпулăва штатра тăман корреспондентсемпе ре-дакци ирттерекен канашлусене çĕнĕрен чĕртсе яма тунă утăм тесе хакларĕ. Уяв вĕçленсен те ре-дакцире Чăваш чĕлхи кунĕ парнеленĕ мăнаçлăх туйăмĕ упранса юлчĕ.


30 апреля 2003
00:00
Поделиться