Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

КОНЦЕРТ СПОНСОРĔ - П. В. СЕМЕНОВ ДЕПУТАТ

КОНЦЕРТ СПОНСОРĔ - П. В. СЕМЕНОВ ДЕПУТАТ Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче районти культура çурчĕн сцени çине шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен пултарулăх ушкăнĕсем тухнă. Асăннă концерта пурĕ тăхăр ача-пăча сачĕ хутшăннă. “Весенние нотки” смотр-конкурса кашниех тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленни малтанхи кĕвĕ-çемĕрен, сăвă-юрăран палăрчĕ. Çĕнтерÿçĕсен ретне тăма вара “Рябинка” (Йĕпреç пос.), “Солнышко” (юсавпа техника предприятийĕ), “Колосок” (Пучинке ял администрацийĕ) ача сачĕсем пултарчĕç. Ятарлă парнесене “Савăнăçлă клоунсем” (“Рябинка”) тата “Сулейман асамçă” (“Колосок”) ташăсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех пĕчĕк артистсен ăсталăхне уйрăмшарăн та хакларĕç. “Чи янравлă сасăлли” дипломпа парнене Юля Филиппова “Песенка-чудесенка” юрăшăн (“Рябинка”), “Чăн-чăн артист евĕрли” дипломпа парнене Кирилл Кириллов “Тигренок” юрăшăн (“Радуга”), “Про папу” юрăпа сцена çине тухнă Саша Моисеева (“Радуга”) вара “Чи илемлĕ кĕвĕ-юрăлли” парнепе диплома, Николай Иванов (“Колосок”), “Чи хăюлли” парнепе диплома, Хурамалти Марина Данилова “Чи çепĕççи” дипломпа парнене “Песня о волшебном цветке” юрăшăн тивĕçрĕç. “Песочница” юрăпа сцена çине тухнă “Солнышко” ача сачĕн воспитанникĕ Виктория Васильева “Чи çамрăк эстрада çăлтăрĕ” номинацире, çав ача садĕнчи Камиля Низеева куракансене юрăпа савăнтараканĕсенчен “Чи кĕçĕнни” дипломпа парнене тивĕçрĕç. Вăл юрланă “Есть у солнышка друзья” юрра зал тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Уяв савăнăçне вара ЧР Патшалăх Канашĕн Президиумĕн членĕ Павел Владимирович Семенов темиçе хут çĕклеме пулăшрĕ. Вăл хăйпе пĕрле илсе килнĕ парнесене ача сачĕсен коллективĕсене савăнăçлă лару-тăрура парнелерĕ. Вăл малашне те çак конкурс спонсорĕ пулма сăмах пачĕ.


30 апреля 2003
00:00
Поделиться
;