АЧАСЕН КĂМĂЛĔ САВĂНĂÇПА ТУЛЧĔ
АЧАСЕН КĂМĂЛĔ САВĂНĂÇПА ТУЛЧĔ
Йĕпреçри шкул-интернатра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем патне пысăк хăнасем сайра килеççĕ. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче коллектив çитĕнĕвĕсемпе, вĕсен терт-нушисемпе Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕн членĕ П. В. Семенов депутат паллашма килсе çитрĕ. Павел Владимирович тĕрлĕ уроксене итлерĕ, ачасен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Кунта вĕренекенсем хăйсене валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарнишĕн ырларĕ, çакна тума пулăшакан саккунсем йышăнас енĕпе ытларах ĕçлеме шантарчĕ депутат.
Тăхтав вăхăтĕнче педагогсем хисеплĕ хăнапа тĕл пулма ятарлă пÿлĕме пуçтарăнчĕç. Хăйсене пăшăрхантаракан нумай ыйтăва хускатрĕç вĕсем. П. Семенов кашни ыйтăвах шута илчĕ.
Пĕр пысăк ыйтăвăн пĕчĕк пайне çийĕнчех пурнăçлама пултарчĕ вăл. “Волга-РОСНефтеТранс” компанин генеральнăй директорĕ шкул-интерната волейбол тата футбол мечĕкĕсем парнелерĕ. Вĕренекенсем хаклă хăнана чĕререн тав туса ăсатрĕç, П. В. Семенов вара шкула баян парнелеме сăмах пачĕ.