Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕр кĕтнĕ - йĕкĕреш килнĕ

Хĕр кĕтнĕ - йĕкĕреш килнĕ Кăçалхи кăрлач вĕçĕнче Пĕчĕк Упакассинчи Иринăпа Александр Алексеевсен çемйинче йĕкĕреш хĕр çуралнă. “Çĕнĕ кайăксене” вĕсем Мария тата Дария ят панă. Халĕ чиперуксем виçĕ уйăхра. Çемье пысăкланиччен Алексеевсен икĕ ывăл пулнă: çапла вĕсем аслăланнăçемĕн йăмăкĕсене пăхса-пулăшса пырĕç. Ирина Николаевна Вăрмар районĕнчи Карăкçырма ялĕнчен. Пысăк Енкассинчи вăтам шкула пĕтерсен, Шупашкарти 12-мĕш професси училищинче пир-авăр машинисен çыхавçи (вязальщица) пулма пĕлÿ пухнă. Пĕрле вĕренекен хĕр-тантăшĕ патне (Вăрнар районĕнчи Кульцава) хăнана килсен вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе, кÿршĕри Пĕчĕк Упакасси каччипе паллашнă. Кĕçех çамрăксем пĕр çемье чăмăртанă. Ача-пăчаллă пулсан Алексеевсем Пĕчĕк Упакасси ял библиотекарĕ Л. И. Павлова Пысăк Упакассинче йĕркеленĕ районти культура ĕçченĕсен семинарĕнчи çамрăк çемьесен кăтартуллă конкурсĕнче вăй виçнĕ. Вĕсем тупăшура палăрнă, чи лайăх çемьесен шутне кĕнĕ. Александр иванович “Килти сĕтел-пукан” тулли мар яваплăхлă обществăра вăй хурать, Ирина декрета тухиччен районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Алексеевсем ял-йышпа туслă, культура мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, районти пултарулăх фестивалĕнче темиçе хутчен те ăсталăхĕпе савăнтарнă. Александр Иванович хăй те йĕкĕреш хăраххи. Унăн тăван аппăшĕн ачисем те йĕкĕреш. Ирина Николаевнапа Александр Ивановичăн аслă ачичем - ывăлĕсем парта хушшине те ларма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Женя Кульцаври вăтам шкулта 4 класра пĕлÿ пухать, Алеша - 2 класра. Женьăпа Алеша йăмăксемлĕ пулнипе питĕ хавас. “Артист пек пултарас килет”, - теççĕ вĕсем пĕчĕкçĕ пепкисем пирки. Йăмăкĕсемпе киленнипе пĕрлех арçын ачасем ашшĕпе амăшне кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама вăйĕ çитнĕ таран пулăшаççĕ. Женьăпа Алеша ĕçлеме ÿркенсе тăмаççĕ çеç мар, шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пушă вăхăтра иккĕшĕ те ÿкерме юратаççĕ. Женя ытларах динозаврсем сăнлама юратать, Алеша - машинăсем. Арçын ачасем ялти культура пурнăçне те явăçаççĕ. Акă, 2002 çулта Женя Пĕчĕк Упакассинчи “Маттур яш каччă” конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал Пысăк Упакасси ял администрацийĕн тăрăхĕнче çуралнă ачасене халалласа Пĕчĕк Упакассинчи культура çуртĕнче йĕркеленĕ çемье уявĕнче те вĕсем хăйсен тантăшĕсемпе сцена çине тухса ăсталăхĕпе килентерчĕç. Арçын ачасем хальхи чăваш эстрадине килĕштереççĕ: Женя Александр Васильев пултарулăхне кăмăллать, Алеша - Иван Шинжаевăн “Шофер юррине”. Çапла марияпа Дарияна пиччĕшĕсем пысăк чун хавалĕллĕ ÿсме хавхалану кÿрсе тăрĕç.


26 апреля 2003
00:00
Поделиться