ТЕЛЕЙ СУНАТПĂР СИРЕ, ПЕПКЕСЕМ!
Çак кунсенче эпир Çĕрпÿелне, Ивановсем пурăнакан яла çитсе килтĕмĕр. Республикăри тĕп больницăн перинатель центрĕнчен килнĕренпе иртсе кайнă пĕр уйăх хушшинче виçĕреш самаях тĕрекленме ĕл-кĕрнĕ иккен. Эпир вĕсем патне пырса кĕнĕ вăхăтра телейлĕ амăшĕ, Тать-яна Николаевна пепкесене - Володьăпа Игоре тата Максима кĕленче савăтран ĕмкĕчпе сĕт ĕçтеретчĕ. Ялти фельдшерица, ачасен сывлăхне кулленех тимлĕн тĕрĕслесе-сăнаса тăракан Таисия Николаевна Яковлева та кунтахчĕ. Халĕ вăл кашни кунах Ивановсем патне темиçе те пырса кайма вăхăт тупать, виçĕ ача амă-шĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Татьяна Николаевнан çывăх тăванĕ, Наташа та кил-хуçалăхри ĕçсене