Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

МАКСИМОВСЕМ

... 1895 çул. Чĕмпĕр хули. Иван Яковлевич Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче вĕренекенсен сывпуллашу каçĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ çамрăксем пилĕк çул хушши тăрăшса пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнаççĕ. Хаваслăх, савăнăç-телей, вăйă-шÿт тăрать Сĕве хĕрринчи пысăк çуртра. Çав вăхăтрах - пăшăрхану-куляну та. Ара, çак тапхăрта пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитнĕ, пĕр кил-йышри пек туслăн та килĕштерсе пурăннă яш-кĕрĕм тĕрлĕ çĕрелле саланать-çке. Ĕмĕрлĕхех. Тепре хăçан тĕл пулĕç. Чĕмпĕр шкулне питĕ ăнăçлă вĕренсе тухнисем хушшинче Елчĕк ен каччи Николай Максимов та пур. Ăна телейлĕ шăпа кĕтсе тăрать-мĕн: вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутар шкулĕнче, Илья Николаевич Ульянов, Хусан кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕ уçнă шкулта ĕçлеме тÿр килнĕшĕн чун-чĕреренех савăнать. Анчах пĕлмест-ха пурнăç çулĕ çине тулли хавхаланупа тăракан çамрăк хăйне пуласлăхра мĕнле синкерлĕ кунсем кĕтнине... Шкултан вĕренсе тухнă ытти яшсемпе хĕрсем пекех, Николай Максимов Иван Яковлевичăн халал сăмахĕсене чун-чĕри варрине хунă. Чăваш Улăпĕ, ăмăрт кайăк пек вичкĕн куçлă та малĕмĕтлĕ пулас вĕрентекенсене кăмăллăн пăхса çаврăннă май çапла каланă: “Астуса тăрăр: Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла. Вĕренÿлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарать, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, халăх хушшинче пулмалли тÿрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Çакăншăн тăрăшассине хăвăр çине илмелле: эсир - çав халăх хушшинчен тухнă çынсем”. Çĕнĕ вырăна çитнĕ-çитменех пĕтĕм чун хавалĕпе Яковлевăн пил сăмахĕсене ĕçпе çирĕплетме тăрăшнă çамрăк педагог. Чĕмпĕр шкулĕнче илнĕ пĕлÿпе пĕлсе те вырăнлă усă курнă, Николай Максимович ачасене çĕнĕлле вĕрентессишĕн тăрăшнипе пĕрлех вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хушшинче те хутпĕлменлĕхе пĕтерме явăçнă, уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче Иван Яковлевичăн сĕнĕвĕсене, унăн пуян та нумай енлĕ методикине çул панă. 1971 çулта Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче кун çути курнă. “И. Я. Яковлев и его школа” кĕнекере (ăна авторсен ушкăнĕ çырнă) Т. С. Сергеев ăсчахăн “Ульяново-Яковлевские традиции в Ходарской средней школе” статьяра Николай Максимов пирки те ырăпа асăннă. Хĕрÿ ĕçре пĕр сисĕнмесĕрех 12 çул хыçа юлнă. Çакăнтах çемье чăмăртанă вĕрентекен. Хăйĕн пекех сăпайлă та ĕçчен чăваш хĕрĕпе, Ксения Игнатьевнăпа пурнăç çулĕ тăрăх юнашар алла-аллăн утма тупа тунă. 1907 çулта, Раççейре пысăк улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра, Николай Максимовичăн кунçул карапĕ те урăх еннелле пăрăннă. Мĕн хистенĕ-ши ăна вĕрентекенĕн профессине тĕн çыннин ĕçĕпе улăштарма; Çак ыйту çине эпир хуравлаймăпăр, анчах та 1907 çулта вăл çемйипех хальхи Комсомольски районне кĕрекен Шурут ялĕн чиркĕвне куçса кайнă та, настоятельте ĕçлеме тытăннă. Чĕрĕк ĕмĕр хушши тăрăшнă вăл çак ялта. Мăшăрĕ юмахри пек тĕлĕнмелле ывăлсем çуратса панă ăна. Тăхăр пăхаттир таранах. Савăнса та хĕпĕртесе кăна тăнă ашшĕ чĕри. Хăйне 1932 çулта репресси авăрĕ çавăрса иличчен, «халăх тăшманĕ» ят сухăрла çыпçăниччен. Пурнăç кустăрми яланах пĕр тикĕссĕн чупмасть çав. Ĕмĕр сакки, чăнах та, сарлака. Халăх хушшинче чыс-сумпа çÿренĕ, кирек хăçан та халăхпа канашланă, тăхăр ывăл парнеленĕ Максимовăн кун-çулне Сталинăн синкерлĕ самани путлантарса лартнă. Çапла, сăлтавсăр-мĕнсĕрех, ĕмĕрлĕхех çухалнă Микулай атте. Çемье çине арман чулĕ пек пусса тăракан йывăр хуйăх йăтăнса аннă. “Халăх тăшманĕн” ачисене те пĕрин хыççăн теприне шкултан кăларса янă. Анчах тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Шурут ял канашĕн ертÿçи, хăйне те усал шăпа килсе çапассинчен хăрамасăр, пĕр каçхине амăшĕпе кăна тăрса юлнă ачасем патне килнех пынă та усал хыпар пĕлтернĕ: “Кĕçех сире те тытса кайма пултараççĕ. Эсир паянах ялтан тухса тарăр. Акă, сире валли справкăсем хатĕрлерĕм. Ан манăр: эсир пурте - чухăн çын ачисем”. Çапла вара, Максимовсен тăхăр ывăлĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене тухса вĕçтернĕ. Ашшĕ-амăшĕн пилĕ пулăшса пынă вĕсене. Пурте тенĕ пекех вĕрентекенĕн ĕçне суйласа илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, вĕсем тăххăрăшĕ те алла пăшал тытса, фашистсене хирĕç çапăçнă. Амăшĕ, Ксения Игнатьевна, ачисен шăпи пирки пĕлес тĕллевпе çар комиссариатне кайсан, военком ăна, çурăмĕнчен лăпкасах, тав тунă: “Сана, вутра çунакан çĕр-аннемĕре тăшманран хÿтĕлеме пĕр взвод салтак çитĕнтерсе панăшăн палăк лартмалла”. Шел, пилĕк ывăлне кĕтсе илеймен вăрçă хирĕнчен амăшĕ. Тăваттăшне, аманнă-сусăрланнă пулин те, мирлĕ ĕçе таврăнма, каллех ачасене вĕрентсе пурăнма шăпа тухнă. Николай Максимовичăн вăрçăра паттăррăн пуç хунă ывăлĕсен: Михаил Николаевичăн педагогикăри ĕç стажĕ 14 çул, Александр Николаевичăн - 15, Иван Николаевичăн - 16 çул. Тепĕр ывăлĕ, Николай Николаевич Канаш районĕнчи Кăшнаруй, Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс тата Йĕпреç тăрăхĕнчи Эйпеç шкулĕсенче ĕçленĕ, чылай çул хушши директор тивĕçне пурнăçланă. Унăн ачисем, Станиславпа Петр, Оля тата вĕсен мăшăрĕсем: Иванпа Надежда çут тĕнчери чи гуманлă профессие суйласа илнĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсен ĕç стажĕ 158 çултан та иртет. Станиславăн, Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕн ывăлĕ, Сергей та ашшĕпе амăшĕн çул-йĕрнех суйласа илнĕ. Халĕ вăл Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентет. Хĕрĕн, Ольăн мăшăрĕ - Иван Петрович Анисимов Кĕлĕмкассинчи вăтам шкул директорĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ, Саша Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче пĕлÿ пухать. Никандр Николаевича Канаш районĕнче питĕ лайăх пĕлеççĕ. Чиркÿллĕ Ачча ялĕнчи вăтам шкул директорĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕ вăл. Вăрçăран хăрах аллине çухатса таврăннă пулсассăн та, çĕнĕ шкул çуртне çĕклесе лартма вăй-хал çитернĕ. Сăмах майăн, Никандр Николаевич, вăрçăчченех аякри Казахстанра директор пулнă, шкул туса лартнă. Тăван çĕршыв пысăка хурса хакланă унăн ĕçне: ăна “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ятпа чысланă. Унăн ывăлĕсемпе хĕрĕсен, кинĕсемпе кĕрÿшĕсен педагогикăри ĕç стажĕ - 250 çул. Алексей мăнукĕ те Максимовсен династийĕн тĕп ĕçĕнчех телей тупнă. Зиновий Николаевич 31 çул ачасене пĕлÿ панă. Мăшăрĕ, Валентина Петровна 43 çул такăрлатнă иккĕмĕш кил пулса тăнă шкул çулне. Вăл - Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Вĕсен ачисем: Толя, Фаина, Саша, Сашăпа Толя арăмĕсем: пурте - педагогсем. Çемьесен летопиçĕнче çырăннă ĕç стажĕ тахçанах 190 çулран иртсе кайнă. Максимовсен мĕн паян кунчченех пурăнакан ывăлĕ вăл - Виктор Николаевич. Ачасене çур ĕмĕр пĕр улшăнмасăр пĕлÿ панă педагогăн мăшăрĕ те, кинĕ те - вĕрентекенсем. 112 çулпа танлашать вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ. Çак тĕлĕнмелле çемье династийĕ çинчен çырăнакан очеркра эпĕ пурин çинчен те каласа параймарăм. Максимовсем хушшинче кам кăна çук пулĕ; Аслă вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, тава тивĕçлĕ ятсене илнисем ... Çамрăк ăру çыннисем мухтавлă йăхăн ырă енĕсене малалла хушса пыраççĕ. Акă, вăрçăра вилнĕ Василий Николаевичăн ывă-лĕ, Анатолий Васильевич - техника наукисен докторĕ, космонавтсем хатĕрлекен центр-та ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Николай Николаевичăн аслă ывăлĕ - пĕтĕм çĕршывĕпех палăрнă çыравçă. Николай Максимов - чăвашпа вырăс вулаканĕсем кăмăлласа йышăннă “Синкер” тата “Тапă” романсен, нумай-нумай кĕнеке авторĕ. Писатель-журналист - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн мăшăрĕ, Клара Фотиевна педагог-воспитательте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Станислав Николаевичăн мăшăрĕ, Надежда Африкантовна тата унăн амăшĕ Елизавета Илларионовна - педагогсен çемйинченех. Максимовсен династийĕн педагогикăри пĕ-тĕмĕшле ĕç стажĕ 800 çулран та иртет. Чăн-чăн паттăрлăхпа танлашакан кăтарту. Пирĕн республикăра кунашкал çемьесем сахал. “Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет” теççĕ. Тĕ-рĕсех. Чапа тухнă хушаматпа çÿрекен çынсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе питех те кăмăллă. Вĕсем динас-тин истори кĕнекине çĕнĕ страницăсемпе пуянлатса пыраççĕ. 70 çул каяллах “халăх тăшманĕ” хура ята илтнĕ Николай Максимович Максимовăн ачисем, мăнукĕсем, мăнуксен ачисем паян та чăвашсен вилĕмсĕр Улă-пĕн - Иван Яковлевичăн пиллĕ халалне ĕçпе çи-рĕплетме кашни кунах мирлĕ вахтăна тăраççĕ. - Эпир хамăр пĕр шкула тытса тăма пултаратпăр, - терĕ мана Станислав Николаевич. - Пирĕн йăхра вĕрентÿ программине кĕртнĕ кĕнекесем тăрăх пĕлÿ паракан педагогсем пурте пур. Коллектив ертÿçине вара альтернативлă майпа та суйласа лартма пулать. Кандидачĕсем çителĕклех... Тепĕр икĕ çултан Максимовсен йăхне пуçарса янă Николай Максимович Чĕмпĕр шкулне пĕтер- се халăх хушшине тухнăранпа 110 çул çитет. Çак-на çемье уявĕ пек кăна мар, пĕтĕм район, ял-йыш уявĕ пек паллă тума хатĕр-ленеççĕ вĕсем, мĕншĕн тесен мухтавлă ăру ĕçĕ-хĕлĕ мĕн паян кунчченех çынсене ырлăх кÿрессипе çыхăннă.


19 апреля 2003
00:00
Поделиться