Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНĔ ШКУЛ - ЧĂТĂМСĂРРĂН КĔТНĔ КЕРМЕН

Вăрттăнлăх мар, вăрман варринче вырнаçнă Буинск поселокĕ юлашки çулсенче “ватăлса” пыни вăтам шкул çурчĕ кивелсе-юхăнса çитнинчен те аван сисĕнетчĕ. Паян вара ку тăрăхра хула сăнлĕ ÿкерчĕке куратпăр. Вунă çул ытла каярах тума пуçланă икĕ хутлă капмар та хăтлă “пĕлÿ” çуртне пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Буинсксен чунтан кĕтнĕ уявне ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров, Вĕрентÿ министрĕ Г. П. Чернова килни çак событин пĕлтерĕшне чылай ÿстерчĕ. “Шкул пулсан, çул пулсан - ял пурăнать” текен каларăша Буинск малашлăхĕпе те çыхăнтарма пулать. Хальхи вăхăтра рабочи поселокĕнчи ачасем валли тарăн пĕлÿ илме, ăс-хакăла çирĕплетме условисем çителĕклĕ. Çывăх çулсенче ку тăрăхра ачасен хисепĕ ÿссех пырас шанăç пур. Çапла майпа поселок çамрăкланма пуçлĕ. Вăтам шкулăн çĕнĕ çуртĕнче вĕренме пуçланă ачасем пĕрремĕш сочинение “Сывă-и, çĕнĕ шкул!” темăпа çырнă. ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: ÇŸЛ-ТЕ - вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ* АЯЛТА - буинсксем нумай-нумай çул çак йывăç çуртра пĕлÿ пухнă.


12 апреля 2003
00:00
Поделиться