Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсен çемьи

Арланов - Энтриел тăрăхĕнче анлă сарăлнă хушамат. Халĕ çак хушаматлă çынсем вăрман варринчи Березовкăра та йышлă. Хăйсен ĕмĕрне тырпул ÿстерсе ирттернĕ Евдокия Ивановнăпа Владимир Яковлевич Арлановсем (иккĕшĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 93 çул) династийĕ кунта яланлăхах тĕпленнĕ. Вĕсен ывăлĕ, Валерий Владимирович тата кинĕ, Галина Ивановна çĕр çинчи гуманлă профессие - ачасене пĕлÿ парас ĕçе суйласа илнĕ. Березовкăри вăтам шкулта ĕçлекен мăшăрăн ĕç стажĕ 60 çулпа танлашать. Ывăлĕ, Митя ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Дмитрий Валерьевич Пăрачкав районĕнчи Репино ялĕнчи шкулта ĕçлет. Тепĕр ачи, Женя - мастер. Кĕçĕнни, Володя - Рязань облаçĕнчи Сасово хулинчи гражданла авиаци училищин курсанчĕ. Арлановсен кинĕ, Алена халлĕхе техникумра вĕренет-ха. Диплом илнĕ хыççăн вăл та çемье династийĕн мухтавлă ĕçĕсене малалла хушса пыма хутшăнĕ. Арлановсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 162 çула çитнĕ. Вĕсене ÿлĕмрен те çĕнĕ çи-тĕнÿсем тума, ял-йыш умĕнчи чыс-сума ÿстерсех пыма ăнăçусем сунатпăр. ŸКЕРЧĔКРЕ: Арлановсен кил-йышĕ.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться