РАЙОН АТАЛАНĂВĔН КĂТАРТĂВĔСЕМ
Йĕпреç Ен - пирĕн пĕрлехи килйыш. Унта тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕрле савăнаççĕ, пĕрле кулянаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăй хурса ытларах тупăш илет, тепри - сахалтарах. Районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ пирĕн кулленхи тăрăшулăхран, рынок саманинче çĕнĕлле ĕçлеме вĕреннинчен, çаврăнăçуллăхран - кашниех мĕнле тÿпе хывнинчен килет.
Эпир пĕрле пурнăçлакан ĕç-хĕлĕн курăмлă тĕслĕхĕсем нумай. Вĕсенчен район ĕçченĕсем - тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем малашлăх валли мĕнле никĕс хурса хăварни аван курăнать. Паллашар-ха, эппин.
ПРОМЫШЛЕННОÇ
2002 ÇУЛТА харпăрлăхăн пур формисемпе ĕçлекен предприятисем 109,8 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ĕç тунă тата тĕрлĕ пулăшу кÿнĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, ку кăтарту 109 процент нумайрах. Пĕтĕмĕшле калăпăш индексĕ 97 процентпа танлашнă. Пурĕ 4 предприяти туса кăларакан калăпăша чакарнă. Уйрăмах вăрман ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Вĕсем укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелеме пултараймаççĕ, çакă производство ĕçĕсене сарса пыма ура хурать.
2003 ÇУЛТА вак бизнесăн предприятийĕсенче, сăмахран, “Агропромкомплект”, “Килти сĕтел-пукан”, “Древстрой” ОООсенче йывăçран япаласем кăларассипе çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртесшĕн. Вĕсенче хушма ĕç вырăнĕсем туса хуни районта ĕçсĕррисен шайне чакарма май парать. Промышленноçăн ытти отрас-лĕсенче ĕç калăпăшĕ 12-14 процент ÿсмелле. Кăçалхи прогнозпа мĕнпур предприятисем 118 млн. тенкĕлĕх продукци туса кăлармалла.
ИНВЕСТИЦИ ĔÇĔ-ХĔЛĔ
2002 ÇУЛТА подряд меслечĕпе ĕçе кĕртнĕ строительствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 29678 пин тенке çитнĕ е виçĕмçулхинчен 151 процент ытла ÿснĕ. Строитель-ство объекчĕсен уйрăм енĕсемпе илсен:
- 25,9 çухрăм газ пăрăхĕсем хывнă, 412 хваттерпе киле “сенкер çулăм” кĕртнĕ (пурĕ 7361,7 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă)*
- пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем тума 2383,3 пин тенкĕ хывнă. Йĕпреçре 24 хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ, унăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 5720 пин тенкĕ. Район центрĕнче 27 тата 44 хваттерлĕ çуртсене тăвасси малалла пырать*
- Буинскри вăтам шкул çуртне хута янă, унăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 15726 пин тенкĕ*
- 1 çухрăм тăршшĕ автоçул хывнă. Автомобиль çулĕсем тума 2650 пин тенкĕ тăкакланă. Республика бюджечĕн шучĕпе республика пĕлтерĕшлĕ 12,2 çухрăм тăршшĕ çула тĕпрен юсанă, 40,9 млн. тенкĕлĕх ĕç тунă*
- Хĕр юханшывĕ çинчи водопровода тума 2780 пин тенкĕ усă курнă. Плотинапа насус станцине (1000 кубла метрлă резервуарсемпе) туса пĕтернĕ*
- уйрăм çынсем 234 çурт лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 18920 тăваткал метр. Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 19678 тăваткал метр чухлĕ пуянланнă*
- хуçалăхсем строительствăна хăйсен вăйĕпе 1138,1 пин тенкĕлĕх укçа хывнă*
- тĕрлĕ çăлкуçсенчен кĕнĕ финанспа капиталлă строительствăра усă курнин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 158472 пин тенкĕпе танлашнă.
2003 ÇУЛТА инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пур енĕпе те сыхланса юлать:
- халăх пурăнакан пунктсене газификацилеме мĕнпур çăлкуçсенчен 2364 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă. Пурĕ 44,6 çухрăм тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывмалла, çав шутра: 8,8 çухрăмне - федераци бюджечĕн укçи-тенкипе, 30,3 çухрăмне - республика бюджечĕн укçи-тенкипе, 5,5 çухрăмне - “Газпром” УАО укçи-тенкипе. Пĕтĕмпе 395 çурта тата хваттере газ кĕртме палăртнă. Ирçе Çармăсри вăтам шкулпа ача садикĕнчи котельнăйсене газ илсе çитереççĕ*
- 5,8 çухрăм тăршшĕ асфальтлă çул сармалла: Пысăк Упакасси - Шепекеч, Березовка - Калинино, “Рассвет” - Тури Кĕлешкасси. Автомобиль çулĕсем тума 25,05 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă*
- 4,8 çула тĕпрен юсамалла, çак ĕçе пурнăçлама 8900 пин тенкĕ хываççĕ*
- социаллă çурт-йĕр тума республика бюджетĕнчен 3971 пин тенкĕ уйăраççĕ. Унсăр пуçне граждансене çуртсем çавăрма тата пурăнмалли çурт-хваттер туянма 3408 пин тенкĕ ипотека кредичĕ уйăрма палăртнă*
- уйрăм çынсем пурĕ 12-14 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр çавăрмалла*
- “Шывпа тивĕçтересси” программăпа килĕшÿллĕн Хĕр шывĕ çинчи водопровода малалла тума федераци бюджетĕнчен 2,5 млн. тенкĕ укçа уйăрма пăхн