«ЧĂВАШ ЕН: ĔНЕР, ПАЯН, ЫРАН» ВЫСТАВКĂРА
Йĕпреçри ача-пăчасен искусство шкулĕн ÿнер уйрăмне çÿрекенсем А. А. Чекушкина, В. Е. Семенов преподавательсем ертсе пынипе “Чăваш Ен: ĕнер, паян, ыран” темăпа ÿкерчĕксем ăсталанă. Ачасем çак ĕçе пысăк хавхаланупа кÿлĕннĕ. Ку вĕсен картинисенчен те аван курăнать. Хăйсен ĕçĕсенче çамрăк ÿнер-çĕсем чăвашсен ĕлĕкхи, хальхи тата ыранхи пурнăçне сăнласа параççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ хамăр тăван енĕн - Йĕпреç тăрăхĕн чи паллă вырăнĕсене, унăн ĕçче-нĕсене, район пуласлăхне кăтартса парассине тĕп вырăна хунă. Ачасен идейисем, фантазийĕ тĕрлĕ енлĕ, вĕсем тăван ен пуласлăхĕ пирки шухăшласа тунă ÿкерчĕкĕсем уйрăмах тыткăна илеççĕ.
Кĕçĕн ушкăнри ачасенчен А. Егорова, А. Алинова, Н. Васильева, аслă ушкăнрисенчен К. Николаева, А. Александров, М. Павлова ĕçĕсе-не пысăка хурса хаклаççĕ преподавательсем. Çавăн пекех Л. Максимова, Н. Тиморшина, И. Игнатьев, К. Носкова ÿкер-чĕкĕсем ăнăçлă пулса тухнă.
Ачасен ĕçĕсенчен суйласа илнĕ 32 картинăна район администрацийĕн çуртĕнче “Йĕпреç Ен: ĕнер, паян, ыран” ятпа йĕркелеме пăхнă выставкăна тăратрĕç. Çак ÿкерчĕксен выставки ĕнер ĕçлеме пуçларĕ те ĕнтĕ. Унпа администраци çур-чĕн иккĕмĕш хутĕнче паллашма пулать.