Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ПРОГРАММА ХЫÇÇĂН ПРОГРАММА ЙЫШĂНАТПĂР. МАЛАЛЛА МĔН?

Республикăри агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче юлашки вăхăтра (сăмах юлашки 5-10 çул хушшинчи тапхăр пирки пырать) пурнăçа кĕртме палăртса хунă программăсен шучĕ йышланчĕ. Вĕсене йĕркерен илсе кăтартма тăрсан, çухалса кайма та пулĕ. Çав программăсенчен пĕрин çинче - “Сахăр кăшманĕ” çинче чарăнса тăрăпăр. Ыттисемпе танлаштарсан, вăл пуринчен те “çамрăкраххи”. Ăна йышăннăранпа çулталăк кăна иртнĕ-ха. Республикăри хуçалăхсенче çак культурăна çитĕнтересси палăрмаллах вăй илнĕ хыççăн пирĕн районти хуçалăхсем те лайăх юхăм айккинче юлас темерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Г. Р. Яковлевăн ятарлă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçа кĕртме майсем ытларах пулччăр тесе, районта “Сахăр кăшманĕ” программăна çул пачĕç. Вăл, чăнах та ĕнтĕ, пусăçаврăнăшĕсене сахăр кăшманне ытти чухнехинчен ытларах акса çитĕнтерме çĕнĕ майсем уçса пачĕ. Кăçал, статкăтартусене тĕпе хурсан, ку культурăна уйăрса панă пĕтĕмĕшле лаптăк 166,5 гектара çитнĕ. Çу кунĕсенче хуçалăхсенче сахăр кăшманĕн уйĕсене пăхса-асăрхаса тăрасси тĕп вырăнта пулчĕ. Колхозниксем хăйсене уйăрса панă анасене çумкурăкран та, йăвă калчасенчен те вăхăтра тасатса тăчĕç. Ку, паллах, лайăх. Анчах та халлĕхе пирĕн тăрăхра ку ĕçсене пурнăçлакан механизаци çукран пĕтĕмпех алă вăйĕпе тума тиврĕ. Ку вăл продукци туса илме каякан тăкаксене те, хăйхаклăха та ÿстерме пулăшрĕ. Çуркунне, калчасене йышăнакан комиссипе пĕрле уйсене пăхса çÿренĕ чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ каланă сăмахсем асăма килчĕç. “Сахăр кăшманне пысăк лаптăксем çинче туса илес тесен, хальхи пек алăпа кăна ĕçленипенимех те тăваймăпăр. Пирĕн халех ку отрасльте механизаци хатĕрĕсене çул парасси çинчен шутламалла. Çак культурăна çитĕнтерессипе специализациленнĕ регионсенче шăпах çапла тăваççĕ те. Эпир вĕсен шайĕн чĕрĕкне те çитеймен-ха. Сахăр завочĕсене пирĕн хуçалăхсенчен ăсанакан продукци çав тери хакла кайса ларать...” Килĕшмесĕр тăма çук çак сăмахсемпе. Пурăна-киле, тен, пирĕн уйсене те ятарлă техника çитĕ-и? Çак вăхăт çывхарасса тем пекех шанас килет. Паянхи лару-тăрура илсе пăхсан, укçа-тенкине аран-аран тупкаласа пыракан аграрниксем çакна ниепле те пурнăçа кĕртеймĕç. Хула яла сĕнекен машинăсен хакĕсем ытла та хăвăрттăн ÿссе пыни “ура хурать” вĕсене. Раççей Президенчĕ, Правительство пуçлăхĕ тата Ялхуçалăх министерстви ку ыйту çине кирлĕ пек çаврăнса пăхсан, паллах, ырă улшăнусем пуласси куç-кĕретех. Нимĕн тума та çук, паян эпир “Сахăр кăшманĕ” программăна, йышлă ытти программăсем пекех, ... кĕреçепе те мотыгăпа пурнăçласшăн. Кăçал апат-çимĕç промышленноçне питех те кирлĕ продуктсене, çав шутра сахăр кăшманне те тухăçлă туса илес ĕçре пысăк чăрмавсем пулчĕç. Çанталăк çĕр ĕçченĕсен кăмăлне савăнтараймарĕ. Ырă шанăçпа ĕçе кÿлĕннĕччĕ вĕсем. Чулхула облаçĕнчи “Сергачри сахăр завочĕ” АУОне Канашри йышăну пункчĕ урлă пылак продукцие ытлă-çитлĕ леçсе пама тĕллев тытнăччĕ. Ăна пурнăçласси паян мĕнле шайра? Ку ыйтупа эпĕ ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ О. А. Новиков патне çитрĕм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл: “Лару-тăру темĕнле пулсассăн та, хуçăлса ÿкмелле мар. Ял çынни хăй мĕн çитĕнтернине пĕтĕмпех пухса кĕртĕ. Сахăр кăшманĕн уйĕсенче те хĕрÿ ĕç тытăнчĕ ĕнтĕ. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен Канашри пункт ку продукта татти-сыпписĕр йышăнма тытăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Паллах, пирĕн районти хуçалăхсем те унта çул тытĕç. Çулĕ инçе мар, транспорт тăкакĕсем те сахалтарах. Хĕл кунĕсенче Сергачри сахăр завочĕпе тунă килĕшĕве тĕпе хурĕç вĕсем. Асăннă завод çуркунне пире вăрлăхпа çителĕклĕ таран тивĕçтернĕ-çке. Хăшĕ-пĕрисем уншăн кĕркунне татăлма пулнă. Хăйсен сăмахне тытмаллах вĕсен”. Олег Александрович сахăр кăшманĕ чи пысăк лаптăк йышăнакан хуçалăхсене ятранах асăнчĕ. Вĕсем çаксем: “Колос” (29 гектар), Калинин ячĕллĕ (18 гектар), “Трудовик” тата “Дружба” (17-шер гектар). Ыттисенче вара - 5-шер, 3-шер гектартан ытла мар. “Тухăç пысăк-и, пĕчĕк-и, - терĕ вăл, - паян пирĕн çавна пăхса тăрас çук, мĕн пуррине, пĕр тăхтаса тăмасăр, кăларма тытăнмалла. Продукцие кирлĕ çĕре ăсатмалла. Кунпа пĕрлех çитес çулхи тухăç çинчен те паянах шутламалла. Вăрлăх кирлĕ чухлех пултăр. Çулпа çул пĕр килмест, теççĕ. Тен, çитес çул сахăр кăшманĕн çулĕ пулĕ. Кăçал эпир çак культура валли хамăр малтан палăртнинчен те ытларах лаптăк хăвартăмăр. Ÿлĕмрен вăл татах та пысăкланĕ. Акă, илер-ха хамăрпа кÿршĕллĕ Каçал тăрăхĕнчи “Слава” хуçалăха. Кунта ку культура хисепре. Пусăçаврăнăшĕнче чылайранпа тивĕçлĕ вырăнта. 90-100 гектар çинче туса илеççĕ. Паллах, ĕçе механизацилемесĕр çавăн чухлĕ лаптăка ĕçлесе хатĕрлеме çăмăл мар”. “Славăра” пĕлтĕр сахăр кăшманĕ туса илекенсен республикăри семинар канашлăвне ирттернĕччĕ. Унта пирĕн район ертÿçисемпе хуçалăхсен специалисчĕсем те хутшăннăччĕ. Шăпах çав мероприятирен таврăнсан ĕнтĕ пирĕн тăрăхра та сахăр кăшманĕ йышăнакан уйсене палăрмаллах пысăклатасси пирки калаçу пуçланчĕ те. Куратпăр ĕнтĕ, вăл сăмахран ĕçе куçрĕ. “Сахăр кăшманĕ” чăннипех тĕллевлĕ программа пулса тăчĕ. Кĕркунне - çĕр ĕçченĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетмелли меллĕ вăхăт. “Сахăр кăшманĕ” пурнăçа кĕме тытăннă май тунă малтанхи утăма та тĕплĕн хак парăпăр. Савăнтараканни акă мĕн: программа проекчĕ хут çинче кăна юлмарĕ, вăл куçăмлă кăтартусем кÿме пуçлĕ. Çул пуçламăшĕнчех чарăнса тăрас марччĕ кăна. Сăмах майăн, ытти программăсен шăпи те çаплах пултăрччĕ...


28 сентября 2002
00:00
Поделиться