Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Хунав» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

«Хунав» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе республикăри ача сачĕсем хушшинче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле «Хунав» фестиваль ирттерчĕç.

Фестивалĕн республика тапхăрне муниципалитет шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă ачасемпе ушкăнсем 300 ытла ача хутшăнчĕ. Сăвă калакан, юрлакан, юмах лартакан ачасем республикăн 20 районĕнчен тата 4 хулинчен пулчĕç.

Жюри членĕсем ачасен ĕçне видео пăхса хакларĕç. Пурĕ 32 çĕнтерÿçĕпе призёр палăртрĕç.

Фестиваль «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе иртрĕ. Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, С.М. Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн директор çумĕ Ирина Юркина тата вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем пулчĕç. Пĕтĕмпе вĕсем 77 номер хакларĕç. Жюри членĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

«Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире Кĕлĕмкасси шкулĕ çумĕнчи шкула çитмен çулсенчи ушкăна çÿрекен  Т. Маркиянова çĕнтерÿçĕ. пулса тăчĕ (ертÿçи – А.В. Алексеева).

«Илемлĕ чăваш юрри» номинацире Пучинке ялĕнчи «Колосок» ача садне çÿрекен А.Алексадровăпа Е.Васильева призерсем пулса тăчĕç (ертÿçисем – О. Н. Федорова, Н.В. Михайлова).

Фестивалĕн çĕнтерÿçисене тата вĕсене хатĕрлекен педагогсене тав тăватпăр. Малашне те хастарлăх сунатпăр.



31 мая 2021
16:43
Поделиться