Электронлă ěҫ кěнекисен сведенийěсем Раҫҫей Пенси фондчěн харпăр хăй кабинетěнче паллă

 

Чăваш Енре пурăнакансем харпăр хăй электронлă ěҫ кěнекин информацийěпе дистанци мелěпе паллашма пултараҫҫě.  Ҫакăн пирки Пенси фондчěн ҫěнě сервисě урлă пěлме пулать. Унти сведенисем кăҫалхи кăрлач уйăхěн 1-мěшěнчен пуҫласа паллă.

СТД-ПФР формипе электронлă ěҫ кěнекинчен ҫырса илнě Списока йěркелес енěпе Раҫҫей Федерацийěн Пенси фондчěн сайтěнчи харпăр хăй кабинетěнче ěҫлекен граждансем валли пěрремěш хут электронлă сервис ěҫлеме пуҫланă.

Ěҫпе ҫыхăннă сведенисем харпăр хăй кабинетěнчи «Электрон ěҫ кěнеки» пайра паллă. СТД_ПФР документ он-лайн мелěпе ҫырăнать тата ăна пдф-форматпа сыхласа хăварма пулать. Ҫакă  «Обращенисен историйě» пайра паллă.

Ҫак пулăшăва электронлă майпа илес тесен патшалăх пулăшăвěсен Пěрлěхлě порталěнче регистрациленмелле. Унти логинпа тата парольпа Пенси фондчěн Харпăр хăй кабинетне кěнě ҫěрте усă кураҫҫě.

Предприяти-организацисен кашни уйăхăн 15-мěш числинчен кая юлмасăр Пенси фондне ěҫлекен пирки кăтарту памалла.

Ěҫ кěнекисене  электронлă майпа йěркелес кăтартусене кăҫалхи кăрлач уйăхěнче ěҫлеме пуҫланă, урăх должность ҫине е урăх пая ěҫлеме куҫнă е ěҫлеме пăрахнă, ҫын ěҫлекен организаци-предприяти хăйěн ятне улăштарнă пулсан, ěҫлекен хушма професси, специальность, урăх квалификаци, разряд, класс, уровень илнě, суд приговорěпе хăш-пěр ěҫре ěҫлеме юраман ěҫченсем ҫине тăратаҫҫě. Ҫавăн пекех ҫак кăтартусене хальхи вăхăтра ěҫлекенсем хут ěҫ кěнеки ҫинчен электронлă ěҫ кěнеки ҫине куҫма заявлени ҫырнă ěҫченсем ҫине те тăратаҫҫě.

Ҫулталăк пуҫланнăранпа 6 пин ěҫпе тивěҫтерекен 40 пин ěҫлекен  пирки сведенисем тăратнă. Ҫак отчетра ěҫ кěнекине мěнле майпа йěркелесси пирки 14 пин сведени панă. Вěсенчен 4 пине яхăн ěҫлекен ěҫ кěнекин электрон вариантне суйланă.

РФ Пенси фондчěн Чăваш Республикинчи

уйрăмěн пресс-служби



25 марта 2020
10:50
Поделиться