Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Поздравление с Днем чувашского языка

Чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсем, культура ĕçченĕсем, хаклă Йĕпреç район çыннисем!

Сире Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Пирĕншĕн пуриншĕн те тăван чĕлхе вăл хаклăран та хаклă пуянлăх. Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев халалĕсене пурнăҫласа эпир хамăрăн чĕлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унăн халăх хушшинчи чыс-сумне ӳстерес тĕллевпе ырми-канми ĕҫлетпĕр, нумай ĕмĕре тăсăлакан тăван культура йăли-йĕркине малалла аталантаратпăр. 

Района пурăнакан кашни çынах тăван ен историне, чĕлхипе культурине пĕлнипе тивĕçлипе палăрса тăрасси, халăх йăли-йĕрки вара малалла та йĕркеллĕн сыхланса упранса ăруран-ăрăва куçса пырассине шанатпăр.

Çак паллă кун тăван чĕхепе культурăна вĕрентекенсене, çыравçăсемпе журналистсене – чĕлхемĕре пуянлатассишĕн тата унăн халăх хушшинчи чыс-сумне ӳстерессишĕн ырми-канми тăрăшакан мĕнпур çынна – чун-чĕререн тав тăватпăр.

Сире çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатпăр.

 

Йĕпреç район пуçлăхĕ                                                       А.А. Яковлев

Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ                       С.В. Горбунов



25 апреля 2019
09:10
Поделиться