Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Колхоз «Красный партизан» тулă вырма тухрĕ

Колхоз «Красный партизан» тулă вырма тухрĕ

       Ял хуçалăх отраслĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Çĕр ĕçченĕ çуркуннерен пуçласа мĕн юр лариччен тăрăшать, тухăçлă уй-хир культурисем çитĕнтерес тесе вăй хурать.

       Паян ирех колхоз «Красный партизан» тулă вырма тухрĕ. Чи малтанах колхоз председателĕ  Николай Иванов комбайнерсене саламласа, тухăçлă тыр-пул пуçтарса илме вăй – хăват сунчĕ. Малалла Пучинкери культура Çурчĕнчи ансамбль ушкăнĕ саламламаса юрăсем парнелерĕç.

       Лайӑх ҫанталӑкпа усӑ курса комбайнерсем тыр-пул культурисене кӗске вӑхӑтра тата кашни сехетре тӑкаксӑр пуҫтарма тӑрӑшӗҫ. Вӗсене хӗрӳ вӑхӑтра тыр-пул пухса илес ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатпӑр.



31 июля 2020
08:07
2020 год
Поделиться