ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔ: ХАЛĂХĂН ÇУТĂ ÇĂЛТĂРĔ

Пуш тата ака уйăхĕсенче Йĕпреç районĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсен хушшинче чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă «Халăхăн çутă çăлтăрĕ» викторина иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕнче Владимир Марушев ертсе пыракан уйрăмĕ йĕркелерĕ.

   Вăйă-ăмăртăва Пучинке, Кĕлĕмкасси, Энтриел, Эйпеç, Йĕпреçĕн 1-мĕшпе 2-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен килнĕ ĕçсене тимлĕ вуласа тухнă хыççăн жюри ултă çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ. Вĕсем çаксем пулчĕç: Виктория Захарова, 7 класс, 1-мĕш вырăн, Ольга Сильвестрова, 7 класс, 1-мĕш вырăн, Пучинке шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Людмила Николаевна Клементьева, Елизавета Михайловна Михайлова; Ольга Агеева, 8 класс, 2-мĕш вырăн, Энтриел шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Мария Николаевна Анисимова; Ирина Федорова, 10 класс, 2-мĕш вырăн, Кĕлĕмкасси шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ольга Николаевна Анисимова; Анжела Иванова, 8 класс, 2-мĕш вырăн, Эйпеç шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Луиза Петровна Школьникова; Мария Мельцова, 7 класс, 2-мĕш вырăн, Эйпеç шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Луиза Петровна Школьникова; Карина Семёнова, 9 класс, 3-мĕш вырăн, Йĕпреçĕн 1-мĕш шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Алёна Аркадьевна Семёнова; Маргарита Гордеева, 6 класс, 3-мĕш вырăн, Йĕпреçрĕн 2-мĕш шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Алёна Андреевна Ядрицова.

«Халăхăн çутă çăлтăрĕ» викторинăн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсем!

   Сире викторинăра çĕнтернĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, тĕрĕс те тулли хуравсемшĕн тав тăватпăр, яланах хастар пулма, малашне те ăс-хакăлпа пултарулăх ăмăртăвĕсенче малти вырăнсем йышăнма вăй-хал, ăнăçу сунатпăр. Конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрĕсен чыславне хăçан ирттересси çинчен уйрăм пĕлтерĕпĕр.

Жюри – Юлия АНИСИМОВА, Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçипе çумĕ



27 мая 2020
15:35
Поделиться