Паян «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акци иртет

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2020» акци паян,  2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре пуçланать.

Акцие йĕркелесе ирттерме хутшăннă хастарсене хавхалантарма Тав çырăвĕсем тата «5» паллă илнисем валли Сертификатсем хатĕрленĕ.

 «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама Чăваш наци радиовĕн аслă редакторне Владимир Егорова çирĕплетнĕ.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ пулма Силерова Екатерина Александровнăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткине çирĕплетнĕ.

Диктант Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 14 сехетре иртет.

Пĕтĕм текстсене diktant.2020@yandex.ru электрон почта адресĕпе ярса памалла.

Диктант тĕрĕслекенсен йышне йĕркеленĕ.



22 апреля 2020
08:43
Поделиться