Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Театр – асамлă тĕнче

Театр – асамлă тĕнче

«Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», - тенĕ Ф. Вольтер. Паян та театр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халăх спектакльсене юратса çÿрет. Раççей Президенчĕн Владимир ПутинăнХушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре - Театр çулталăкĕ. Çавна май нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пучинке шкулēнче Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр.

Уява Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш Патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем: Вера Кузьминична Кузьмина - СССР халăх артисчĕ, В.В. Семенов, Сергей Иванов чăваш халăх артисчĕсем тата Сергей Павлов, Пучинке шкулēнчен вĕренсе тухнă çамрăк  артист, килсе çитрĕç.

Шкулти акт залĕнче пушă вырăн та çук. Шкул ачисемпе пĕрле тĕл пулăва ялти ветерансем те килчĕç. Шупашкар хăнисене ачасем çăкăр-тăварпа тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Мероприятие уçса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Е.М. Михайловăпа Л.Н. Клементьева чи малтанах куракансене Театр çулталăкĕпе саламларĕç. Малалла уява 6-мĕш класра вĕренекенсем тăсрĕç. Вĕсем Лилия Михайлова Иванова кĕвĕленĕ «Чаршав уçсан» юрра шăрантарчĕç, пултаруллисем Г. Айхи,  П. Афанасьев, В. Оринов театра  халалласа çырнă сăввисене вуларĕç, А. Александровăн «Тĕрĕс тунă» тата В. Михайловăн «Ватта сума су» сценкăсем кăтартрĕç. Сцена çинче 4 класра вĕренекен ташă ăстисем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç, 7 класра вĕренекен Кирилл Николаев та сăвва ăста вулассипе палăрчĕ.  Çавах та «Театр - асамлă тĕнче» тенĕрен ытларах 6 класри  çамрăк артистсем ăсталăхĕпе тыткăнлани чун-чĕрене ăшăлăх кÿчĕ. Хăшĕсен чăн-чăн артист пултарулăхĕ пурри тÿрех сисĕнчĕ.

Малалла уява хăнасам тăсрĕç. Вĕсем кашниех хăйсемпе паллаштарчĕç. Вера Кузьмина Петер Хусанкай сăввине вуларĕ, çамрăк ăрăва тăван халăха, тăван чĕлхене чун-чĕререн юратса упрама пил пачĕ. Унтан  П. Осиповăн  «Икĕ каччăн пĕр шухăш» комедин пĕр пайне лартса пачĕç.  Артистсем ачасене пĕчĕклех сцена ăсталăхне вĕрентни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Шкул ертÿçи Валерий Николаевич Софронов  хăнасане пирĕн шкула килсе чыс тунишĕн тав самахĕ каларĕ, Вера Кузьминичнăна чечек çыххи парнелерĕ, малашне те куракансене сцена çинче савăнтарма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Шкулти библиотека ĕçченĕ Пыркина Олеся Николаевна йĕркеленĕ кĕнеке выставки те  вĕренекенсене çĕршыври театрсен историйĕпе паллашма май парать.

Хăнасем шкулти краеведени музейĕпе паллашрĕç, музей ĕçне пысăк хак пачĕç.

Театр - чун апачĕ,  театр вăл - вăй, шанчăк. Театр çыннăн ăс-хакăлне, чун-хавалне çĕклет, çĕршыва, халăха юратма вĕрентет, хавхалантарать. Театр этем чунĕнче ырăлăха вăратать, кăмăл-туйăма лайăхлатать тесе ахальтен каламан. Уявран кашниех тулли кăмăлпа саланчĕ.

 



13 февраля 2019
09:22
Хроника событий
Поделиться